1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
3 июня 2025 г. 8:37

Тăвай тăрăхĕнче — ял çамрăкĕсен агрослечĕ

 

Унта ял çамрăкĕсен чи маттур представителĕсем, волонтерсем хутшăнаççĕ. Агрослета Чăваш Енрен тата Атăлçи тăрăхĕн- чи регионсенчен 1500 ытла çамрăк пухăнасса шанаççĕ. Слет девизĕ — «Çĕнтерĕве пĕрле кĕтсе илетпĕр». Программăра — парад, спартакиада, квадроциклсемпе ăмăртусем тата чи техĕм- лĕ пулă шÿрпи пĕçерессипе кулинарсен тупăшăвĕ, экспертсене явăçтарса чи актуаллă темăсемпе уçă диалогсем иртĕç.

«Ялта чи лайăххисем» агрослет культура мероприятийĕсемпе те асра юлĕ, çĕнĕ пуçарусемпе проектсене пурнăçа кĕртме, ăсталăха ÿстерме, пурнăçа малалла аталантарма пысăк витĕм кÿрĕ.

Ырă сунса кĕтетпĕр Тăвай çĕрĕ çинче!

Ирина МИХАЙЛОВА, Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ

Поделиться:
Распечатать