Тăвай округĕнче пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене тĕрлĕ енлĕ пулăшаççĕ.
Черетлĕ пулăшăва çĕршыв хÿтĕ-левçисем патне çитернĕ. Тăван енрен килекен ăшă салам сăмахĕ-сем, пулăшу питех те пĕлтерĕшлĕ. Нумай организаци хутшăннă ыр кăмăллăх ĕçне: «Тăвай çăкăрĕ» общество, «Асамат кĕперĕ» ача сачĕ, Чутей шкулĕ, Тăрмăш ялĕнче пурăнакансем. Тăванĕсемпе çывăх çыннисем хăйсен посылкисене парса янă.
Енĕш Нăрвашри хĕрарăмсен канашĕн «Вучах» клубĕн членĕ-сенчен Светлана Михайлова Александр Герасимов ял хастарĕ ячĕпе Тав çырăвĕ вырнаçтарнă хăйсен сайтĕнче. Александр Владимирович хÿтĕлев тетелĕсем çыхма тĕттĕм симĕс тĕслĕ материалпа тивĕçтернĕ, тата та çутăраххине те илсе килме пулнă. Унсăр пуçне салтаксене пулăшма 10 пин тенкĕ укçа куçарнă. «Эсир пулăшни — пĕр сыпкăм уçă сывлăш, ку вăл эпир пĕччен маррине, пулăшма хатĕр çынсем пуррине кăтартать. Тавах сире ырă чун-чĕрешĕн, ăшă кăмăлăршăн, айккинче юлманшăн. Сире, сирĕн çывăх çыннăрсене тăнăçлăх, ырлăх-сывлăх сунатпăр»,— тенĕ унта.
Раиса ШУМОВА