Чăн та, тупăш хăй тĕллĕн пулмасть. Уншăн пикенсе ĕçлемелле: ку чухнехи технологисемпе усă курмалла, тухăçлăха ÿстермелле, производствăна сарса пыма инвестицисем хывмалла тата ытти те. Тăвай муниципалитет округĕнче çак тĕп условисене тивĕçтерекен предприятисенчен пĕри — районти юсавпа техника пĕрлешĕвĕн никĕсĕ çинче 2006 çулта йĕркеленнĕ «Акконд-агро фирма» акционерлă общество.
Вăл пысăк предприяти, Тăвай округĕ- пе Чăваш Ен экономикин аталанăвне çуллен пысăк тÿпе хывать. Хăй те аталанать. «Акконд-агро фирма» 2024 çулта, сăмахран, 340 миллион та 245 пин тенкĕлĕх тупăш илнĕ, çак шутран таса тупăш 81,5 миллион тенкĕ- пе танлашнă. Коллективра 138 çын тăрăшать. Вĕсем 1 çын пуçне продукци туса илесси пĕлтĕр те умĕнхи çулхинчен тепĕр 420 пин тенкĕ хушăннă, 2 миллион çурăна çитнĕ. Ку ĕнтĕ ĕç тухăçлăхне кăтартать. Çулталăкра 48 миллион та 485 пин тенкĕ налук хывнă. Çак цифрăсемпе пире Татьяна Николаевна Макарова экономист паллаштарчĕ.
Предприятин çĕр лаптăкĕсем 3,5 пин гектартан иртеççĕ, кунта çĕрĕç культури пысăк, производствăра çĕнĕлĕхсемпе инноваци мелĕсене çул параççĕ. Сăмахран, «Акконд-агро фирма» АОн техника паркĕ çуллен çĕнĕ ял хуçалăх техникипе пуянланса, хăватсене хушса пырать. 2024 çулта та 9 единица техника туяннă. Кăçал та «Альфа-Агро» ОООран выльăх апачĕ пухса кĕртмелли пĕр комбайн кÿрсе килнĕ. Малашне те производство хăвачĕсене пысăклатсах пырас тĕллевлĕ. Çаксем пур ĕçе те вăхăтра, пахалăхлă тата комплекслă туса пыма май параççĕ. Акă, кăçалхи çурхи уй-хир ĕçĕсене те аккондçăсем агротехника тĕлĕшĕнчен чи лайăх сроксенче ирттернĕ. Çурхи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене апрелĕн 29-мĕшĕ тĕлнех акса хăварнă. Чи пысăк лаптăксене çурхи тулăпа урпа йышăннă. Вĕсемсĕр пуçне сĕлĕпе викăна та вырăн панă. Акара сарлака илекен агрегатсемпе, ака комплексĕпе, ултшар метр сарлакăш варăнтаракан «Амазония» сеялкăсемпе усă курнă, çурхи вăхăтпа нÿрĕке питĕ уянă. Ку эрне пуçламăшĕ тĕлне пур йышши культурăна та акса пĕтернĕ аккондçăсем. Выльăх апачлĕх культурăсем 785 гектар çине вырнаçнă, çак шутра хăй хальлĕн варăнтарнă нумай çул ÿсекен курăксем 170 гектар, пĕр çул ÿсекен курăксем 295, кукуруза 320 гектар йышăннă. Асăннă сĕтеклĕ культурăн лаптăкне иртнĕ çулхинчен те 20 гектар ÿстернĕ, кукуруза усă парать тенĕ пулас. Мĕншĕн тесен сĕт паракан выльăхсем хăйсемех пин пуç ытла. Иртнĕ çулсенчи люцерна лаптăкĕ те 1330 гектар пур. Çакна та шута илмелле. «Акконд-агро фирма» АОра выльăх апатне пĕтĕмпех хăйсем туса илеççĕ, технологие пăхăнса хатĕрлеççĕ тата упраççĕ. Вăл пахалăхлă пултăр, тутăлăхне нумай вăхăт ан çухаттăр тесе хĕрÿ утçи вăхăтĕнче вăхăта та, вăй-хала та шеллемесĕр вăй хураççĕ, иртен пуçласа каçчен хĕрсе ĕçлеççĕ, утă-улăма, сенажпа силоса, фуражлăх тырра запаслăх та янтăласа хума тимлеççĕ. Çак йĕркесене вĕсен ĕçне-хĕлне хам курса тăнăран çыратăп. Тырăпа выльăх апачлĕх культурăсен тухăçне ÿстерес тĕллевпех кăçал та 229 тонна минераллă удобрени, пысăк пахалăхлă çурхи тулăпа кукуруза вăрлăхĕсем туяннă. Хутăш удобрение ытларах çурхи тулăпа кукурузăна панă. Кĕр тыррисемшĕн те тимленĕ, вĕсем пурĕ 400 гектар. Вĕсене удобрени парса апатлантарнă, çумкурăкран хÿтĕлесе гербицид сапнă, хурт-кăпшанкăран та химилле майпа хÿтĕленĕ. Çĕр пулăхне вара сидератлăх горчица акса та ÿстереççĕ. Ку енĕпе агрономи служби питĕ тимлесе ĕçлет. Вăхăтра акса хăварнă культурăсем çурхи нÿрĕкпе тикĕс те парка шăтса аталаннишĕн савăнаççĕ предприяти ĕçченĕсем.
Çĕр ĕçĕпе выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те тачă çыхăннă. «Акконд-агро фирма» АО çуллен округри ял хуçалăх организацийĕсем пурĕ пĕрле суса илекен мĕнпур сĕтĕн 43 процентне ытла туса илет. Кунта сĕт производстви тикĕссĕн аталанса, çултан-çул ÿссе пырать — 2024 çулта унăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ сакăр пин тоннăран иртнĕ. Выльăх апачĕ пĕтĕмпех хăйсем туса илни, вырăнти пулнăран продукцин пахалăхĕ те лайăх. Акционерлă общество ферминчи ĕнесенчен суса илекен пĕтĕм сĕте «АККОНДСĔТ» предприяти ĕçлесе тирпейлет, «Гармония дня» тата «От Красули» брендсемпе халăх кăмăллакан тата ятлă-сумлă куравсенче пысăк хака тивĕçекен вун-вун тĕрлĕ продукци туса кăларать.
Çак ĕçре ертÿçĕсемпе специалистсен, механизаторсемпе уй ĕç ăстисен, выльăх-чĕрлĕх пăхакансен тÿпи пысăк. Ахальтен мар «АККОНД» компанисен ушкăнĕн генеральнăй директорĕ Валерий Николаевич Иванов вĕсен ĕçне пысăка хурса хаклать. Кунти хăй ĕçĕнчи ăстасем нумайранпа ĕнтĕ çулленех республика шайĕнчи тата унăн тулашĕнчи пысăк конкурссемпе ăмăртусенче палăраççĕ. Хальхинче те акă республика шайĕнчи машинăпа ĕне сăвакан операторсен тата зоотехниксен ăмăртăвне «Акконд-агро фирма» акционерлă обществăри Екатерина Геннадьевна Георгиева операторпа Наталия Геннадьевна Григорьева зоотехник хутшăнма тивĕçлĕ пулнă. Ăнăçусем сунатпăр вĕсене, шăпах вĕсем пек маттурсем производствăна тата предприяти хăватне ÿстерсе пыраççĕ.
Иван ГЛАДКОВ