«Кăçал кашни муниципалитетра çĕнĕ ăрури тĕслĕх библиотекисем уçăлмалла. Çав хутлăхсем, вĕсене модернизациленĕ хыççăн шăпах çапла калама пулать, вăхăта кăсăклă ирттерме, вулама, ăсталăх класĕсене, вĕренÿпе канăвăн ытти мероприятине хутшăнма май параççĕ»,— тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енри Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Вăл малашлăхра çĕнĕ ăрури çавнашкал 80 библиотека тумаллине палăртнă.
Иртнĕ çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче «Культура» наци проекчĕн витĕмĕпе Тăвай вулавăшĕ çĕнелсе улшăннă республикăри 28-мĕш библиотека пулчĕ. Халăха информаци, çут-ĕç, ăс-хакăл, пултарулăх çăмăллăхĕсемпе тивĕçтернисĕр пуçне культура учрежденийĕнче çак хушăра финанс тĕлĕшпе сĕнÿсем паракан экспертсемпе тĕлпулусем, калаçусем, ăсталăх занятийĕсем, ĕç вăййисем йĕркеленĕ. Тĕрлĕ округсенчен килнĕ вĕренекенсем çĕнетнĕ пÿлĕмсемпе, патшалăхăн пĕрлехи порталĕ кÿрекен çăмăллăхсемпе паллашма пултарнă.
Çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Раççейре библиотека ĕçченĕсен кунĕ пулчĕ. Кĕнеке, хаçат-журнал юратакансемшĕн ку питĕ пĕлтерĕш- лĕ уяв. Вулавăш — ăс-хакăл керменĕ, асамлăх тĕнчи, ăс-тăнпа чун-чĕре пуянлăхĕн, тавра курăмпа пĕлÿлĕхĕн сумлă çурчĕ. Пирĕн округра 18 библиотека хăйĕн ĕçне пурнăçласа пырать. Вĕсем библиотекăсен централизациленĕ системине (ЦБС) пĕрлешнĕ, 17 библиотекарь вăй хурать. Учреждение Алена Абрамова ертсе пырать. Альбина Андреева, Любовь Андреева, Надежда Камасева, Зоя Мижеева, Наталья Уськина, Эльвира Филиппова библиотека ĕçĕнче нумай çул тăрăшаççĕ.
Библиотекарьсем кирек хăçан та вулакансене тĕрлĕ информаци çăл-куçĕсемпе, документсен фончĕсемпе, Интернетпа усă курма пулăшаççĕ, обществăлла пурнăçа хастар хутшăнаççĕ. Округри пĕр уяв та вĕсемсĕр иртмест: халăх валли тĕрлĕ куравсем, мастер-классем ирттереççĕ. Акă, Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче те вулавăш ĕçченĕ-сем айккинче юлмарĕç, театрализациленĕ программăра хутшăнчĕç, куракансем валли патриотизм темипе квест-вăйă ирттерчĕç (сăн ÿкерчĕкре).
Уяв ячĕпе вулавăш ĕçченĕсене! Вулавçăсене те яланах кĕнеке тусĕ-сем пулма, ырлăх-сывлăх, вулас-пĕ-лес туртăм, кăсăклану та çирĕп ăс-хакăл сунатпăр.
Татьяна МАНИШЕВА,
Тăвайри библиотека