Тăвайри обществăлла апатлану тытăмĕн ĕçченĕсем Сĕнтĕрвăрринче иртнĕ «Вкусы Чувашии» чăваш наци апат-çимĕçĕн фестивалĕнче хăйсен ăсталăхне тепĕр хут çирĕп-летсе панă. «За лучшую экспозицию» номинацире çĕнтерсе диплома тивĕçнĕ.
Наци апат-çимĕçĕн фестивалĕ кăçал тăваттăмĕш хут иртнĕ. Ăна йĕркелекенсем — ЧР экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви, Чăвашпотребсоюз, Раççей ял хуçалăх банкĕ пулăшнипе Чăваш енри Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ — чăваш халăхĕн апат-çимĕçĕн ырă пахалăхĕ- сене упрассине, культурăна аталантарассине тĕпе хунă. Фестивале кайса килнĕ хыççăн апат-çимĕç ăстисен Тăвай командинчи маттур хĕрарăмпа Светлана Лашмановапа калаçма тÿр килчĕ. Чĕрĕк ĕмĕр ытла повар-кондитерта тăрăшать вăл. Çынсемпе сăпайлă, тараватлă. Тата хăйĕн ĕçне чунтан парăннăскер питĕ пултаруллă апат-çимĕç ăсти. Ахальтен мар ĕнтĕ сăнне Чăвашпотребсоюзăн Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Çакăн çумне хушса тата вăл хитре юрланине пĕлтерес килет.
— Фестивальте 17 команда хушшинче ăсталăх тупăшăвĕ пычĕ. Хамăрăн кооператорсемпе пĕрле Киров облаçĕнчен те хутшăнчĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи çĕнтерĕвĕн 80 çулне халалласа çăкăр-булка изделийĕсен куравĕ ăнăçлă ĕçлерĕ. Эпир унта хамăр продуктсене тăратрăмăр,— пуçларĕ калаçăвне Светлана Владимировна.
Конкурсантсен умĕнче кăткăс задача тăчĕ — наци апачĕсене тутлă хатĕрленипе пĕрлех хăйне евĕр илемлетсе туянакансен умне кăлармалла. Вĕсене ашран, пулăран, сĕт юр-варĕнчен, чăваш кухни валли йăлана кĕнĕ апат-çимĕçрен хатĕрлемелле.
«Апачĕ тутлă пултăр! Ырă сунса кĕтетпĕр!» чĕнÿпе «Тăвай ен» команди хăнасене йыхăрчĕ. Тĕрлĕ кукăльсемпе булкăсем çине пăхса вĕсен куçĕсем алчăраса кайнине туйрăмăр. Кунта пурте юратакан хуплу, панулмирен, купăстаран, пăрçаран хатĕрленĕ расстегайссем, кулачсемпе пĕремĕк-сем, пÿремечсем... Вĕсем уçланкăри кăмпасене, юмахри илемлĕ сысна çурисене аса илтереççĕ. Йăлари ĕçмеллисене — килти сăрана, кăрчамана, уйрана астивсе пăхса ырларĕç. Кашни шатер (палатка) мĕнпе те пулин тĕлĕнтерме тăрăшрĕ.
— Ку тата мĕнле шариксем?— халиччен курман апатпа кăсăкланчĕç ачасем. Пыл колобокĕ-сем (чăвашла йăвасем тетпĕр) вĕсем. Тутарсен чак-чакĕпе пăтраштарма кирлĕ мар. Тутлă çимĕçе ĕлĕк праçниксенче çинĕ, вăл пулăхлăха пĕлтернĕ. Ачасем халĕ те питĕ юратаççĕ. Хăна пулăр,— тетĕп çамрăксене. Астивсе пăхрĕç, телефонĕсем çине те ÿкерсе илчĕç.
Светлана Владимировна шучĕпе тутлă апат вăрттăнлăхĕ — профессине юратни тата тавар туянакансене хисепленинче. «Çынсем пирĕн пата апат çиме е мĕн те пулса пĕçерме заявкăпа килеççĕ пулсан, вĕсем пире шанаççĕ. Çавăнпа эпĕ те, ĕçтешсем те килти пекех тутлă, лайăхрах та пĕçерме-хатĕрлеме тăрăшатпăр»,— терĕ ăста специалист. Эпир ăна тата ĕçтешĕсене потребительсен кооперацийĕн çывхаракан уявĕпе саламласа ĕçре пысăк çитĕнÿсем, ырлăх-сывлăх, çемье телейĕ сунтăмăр.
Раиса ШУМОВА хатĕрленĕ