1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 12 Июль 2025 г.
30 июня 2025 г. 9:24

Асра тытса

Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче, астăвăмпа хурлăх кунĕнче, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă куна асра тытса Тăвай ялĕнче пурăнакансем «Çĕршыв хÿтĕлевçисене» стела умне пухăннă. Патриотлăх акцийĕнче паттăрсемпе мăнаçланнине, асра тытнине палăртнă.

Çавăн пекех округри предприяти-учреждени, общество пĕрлĕхĕн представителĕсем, шкул ачисем, волонтерсен центрĕн хастарĕсем хутшăннă. Палăк умне чĕрĕ чечексем хунă, çуртасем çутнă.

Поделиться:
Распечатать