1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 12 Июль 2025 г.
30 июня 2025 г. 9:30

Ăсталăх шайĕ пысăк

 

Чăваш Республикин тĕп хулинче Шупашкарта музыка культуришĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм — Пĕтĕм Раççейри «Виват, Россия!» фестиваль иртнĕ. Раççей шайĕнчи фестивале культура пуçарăвĕсен Президент фончĕ пулăшнипе йĕркеленĕ. Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Раççей кунне уявланă май, хулан Хĕрлĕ площадĕнчи смотр-парада çамрăксен вĕрсе каламалли оркестрĕсемпе тĕрлĕ музыка инструменчĕсен ансамблĕсем хутшăннă. Унта тата «Zа Россию» гала-концертра Тăвайри ача-пăча искусство шкулĕн «Виват» ансамблĕ чăвашсен ташă кĕввисемпе кăмăл-туйăма çĕкленĕ.

Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен — Тутарстанран, Чăваш Енрен, Крым Республикинчен, Чулхула, Чĕмпĕр, Свердловск, Мускав облаçĕсенчен, Пермь крайĕнчен, Самартан, Мускавран — 500 ытла çамрăк ăсталăхĕпе паллаштарнă.

— Чăннипех пысăк уяв пулчĕ. Фестивале пухăннисен пултарулăхне Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ, Гнесинсен ячĕллĕ Раççей академийĕн профессорĕ Владимир Школьник ертсе пыракан жюри хакларĕ. Жюринче пирĕн ентеш, Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищинче ĕçлекен Элла Леонтьева та пулнă. Тăвайсен «Виват» оркестрĕ халăх пултарулăхне, йăли-йĕркине упрассипе тата аталантарассипе хастар ĕçленине кăтартса пачĕ. Пирĕн коллектива асăнмалăх парнесем, дипломсем парса чысларĕç,— пĕлтерчĕ вĕрсе каламалли оркестр ертÿçи Илья Совин.

«Виват» ăсталăхĕ пысăк шайра. Ăнăçупа çитĕнÿ-сен çăлкуçĕ, паллах, ертÿçĕ пуçарулăхĕнчен, хăйĕн ĕçне чун-чĕрепе парăнса туса пынинчен нумай килет. Тăвай шкулĕн-че Вениамин Терентьев директор тăрăшнипе оркестр йĕркелесе янăранпа кăçал 60 çул çитет. 1970 çултанпа вара Илья Иванович çамрăксене тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе выляма вĕрентсе пырать.

Вăл фестивале йĕр-келекенсене тата «Культура» АНКО директорне Таисия Александровна Троянована, унта кайса килме пулăшнăшăн муниципалитет округĕн пуçлăхне Олег Ломоносова, округ администрацийĕн финанс пайĕн начальникне, Тăвайри музыка шкулĕн выпускникне Александр Сергеева, Тăвайри вăтам шкул директорне Евгений Морякова, автобус водительне Юрий Кузьмина тав турĕ.

«Виват» оркестра 60 çулхи юбилейĕпе саламлатпăр. Малашне те пултарулăхăрпа уявсене илемлетĕр, куракансене савăнтарса тăрăр.

Поделиться:
Распечатать