1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 12 Июль 2025 г.
30 июня 2025 г. 9:28

Çар çыннисен çемйисене

 

Мобилизаципе çар ĕçне хутшăнакансен çемйисене пулăшас тĕллевпе Раççей социаллă фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ вĕсене социаллă пособипе тата ытти тÿлевпе тивĕçтерет.

Çĕршыва хÿтĕлекенĕн мăшăрĕ-пе ачисем çак пособине илеççĕ: ача кĕтекене — пĕр вăхăтрах паракан тÿлев, ачине — уйăхсерен парса тăракан пособи. Ку тÿлеве тивĕçесси çемьери укçа лару-тăрăвĕнчен е ытти пособи илнинчен пачах та килмест. Çар çыннин ача кĕтекен мăшăрне тÿлеве варти пепке тĕвĕленнĕренпе 180 кун иртсен параççĕ, вăл 42 пин те 665 тенкĕпе танлашать. Уйăхсерен паракан пособие вара ача 3 çул тултариччен илме пулать. Унăн виçи 18 пин те 285 тенкĕпе танлашать. Заявление Раççей социаллă фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕнчи клиент службине пырса, МФЦра е Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче пама пулать. Çавăн пекех 8-800-100-00-01 телефонпа (тÿлевсĕр) шăнкăравласа ыйтса пĕлме юрать.

Поделиться:
Распечатать