1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 12 Июль 2025 г.
30 июня 2025 г. 9:26

Чун-чĕре хушнипе

 

Тушкилти вăтам шкулта вырнаçнă ыр кăмăллăх центрне чун-чĕре хушнипе пуçтарăнаççĕ ял хастарĕсем. Коллектив пысăках мар, апла пулин те тĕрлĕ енĕпе пысăк пулăшу кÿреççĕ салтаксене.

Паллах, çу кунĕсем хĕрÿ ĕçсен тапхăрĕ: утă çулса пуçтармалла, пахчасене тасатмалла тата ытти те. Елена Емельянова директор пуçтарăнма хушсан, никам та килте ĕç нумай тесе тăмасть. Акă, икĕ кун хушшинче 4х6 м виçеллĕ маскировка тетелне çыхса пĕтертĕмĕр. Хÿтĕлев хатĕрĕсем салтаксене кирлĕ, хĕç-пăшала та, ыттине те витсе упраççĕ. Çакна ăнланса тăрăшаççĕ волонтерсем. Ятранах асăнас килет вĕсене — Евросия Яковлева, Надежда Федорова, Галина Павлова, Галина Константинова, Фрида Никитина, Лидия Алексеева, Зинаида Кириллова пек пуласчĕ ыттисен те.

«Ку тетел юлашки пултăрччĕ, часрах çĕнтерÿ çиттĕрч- чĕ»,— терĕç паян та, акă, ĕçе вĕçленĕ май.

Поделиться:
Распечатать