1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
30 июня 2025 г. 9:33

Ĕçлев хăрушсăрлăхĕпе сывлăх

 

Техникăпа ĕçе пуçăнас умĕн эпĕ чи малтанах хăрушсăрлăх пирки шухăшлатăп, ăна тĕплĕн пăхса янă хыççăн кăна чĕртсе ĕçе тытăнатăп, шанчăклăха мала хуратăп тесе каланăччĕ пĕр механизатор. Теприсем, чăн та, ун пек маррине те палăртнăччĕ вăл, вĕсене техника чĕрĕлни, хăвăртрах ларса тухса кайса пултăр тенĕччĕ. Ку тĕрĕс ĕнтĕ, çынпа çын пĕр мар, анчах тимлĕ, тĕплĕ çын нихăçан та йĕркене пăсмасть.

Ку чухнехи трактор-машина хăрушсăрлăх техники тата çыннăн сывлăхне упрас енĕпе нумай шанчăклăрах, кабинăсем те тухăçлă ĕçлеме хăтлăрах. Апла пулин те тимлĕ пулни, техникăна пăхса тăни пĕртте ытлашши мар. Лайăх тракторист-машинистсем, техниксем çапла тăваççĕ те. Вĕсен ăсталăхне, паха опытне кашнин алла илме тăрăшмалла. Пурнăç вăл ĕç çине, япала çине çиелтен, вăйăн-шайăн пăхмасан, нумай ыррине вĕрентет. Ĕçлев хăрушсăрлăхĕпе сывлăх вара — пĕрмай тимлемелли ыйтусем.

Иван ГЛАДКОВ

Поделиться:
Распечатать