1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 3 Июль 2025 г.
30 июня 2025 г. 9:36

Çĕр улми — тухтăр

 

 

Полиартритран сипленме çĕр улми çеçки пулăшать. Çĕр улми чечеке ларсанах çеçкисене тунипех татса пухмалла та сулхăнра типĕт-мелле. Пĕр ывăç çеçкене 0,75 литрлă кĕленчене тултармалла. 600 грамм «Тройной» одеколон ямалла.

Икĕ эрне тĕттĕм вырăнта тытнă хыççăн эмелпе усă курма юрать. Каçхине çывăрма выртас умĕн çак хутăшпа чĕркуççисене сăтăрмалла, ирхине çуса тăкмалла. Çапла кĕленчери эмел пĕтичченех сипленмелле. Чир вăраха кайнă пулсан сиплев курсне малалла тăсмалла.

(Халăх медицинин меслечĕсемпе

сипленме пуçличчен тухтăрпа канашламалла!)

Поделиться:
Распечатать