1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
30 июня 2025 г. 9:20

«Эпĕ — хĕрарăм» конкурсра

 

 

Республика кунĕнче оперăпа балет театрĕнче «Эпĕ — хĕрарăм» конкурс финалисчĕсене чысланă. Кăçал конкурс 2187 представителе пуçтарнă, вĕсенчен 28-шĕ — пирĕн муниципалитет округĕнчен.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, Раççей Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаков тата Алла Салаева, республика министрĕсем конкурсанткăсене тав сăмахĕсем каланă, пухăннисене Раççей халăх артисчĕ Дмитрий Песков юрăç саламланă.

Тăвай муниципалитет округĕн администрацийĕн ертсе пыракан эксперт-специалисчĕ Юлия Хайдукова кăçал пуçласа хутшăннă конкурса, «Эпир 21 ĕмĕрти çамрăксем» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса гран-прие тивĕçнĕ.

«Эпĕ — хĕрарăм» конкурс кăçалхипе пиллĕкмĕш çул иртнĕ. Тĕрлĕ çулсенче Тăвай енрен Вероника Николаева, Надежда Федорова чи пултаруллисен шутĕнче пулнă. Сăмахран, виçĕм-çул Тушкилти ХФХ ертÿçи Надежда Разиновна «Хамăрăн, Чăваш Енĕн» номинацире гран-при çĕнсе илнĕччĕ.

Конкурса хутшăннă хастар хĕрарăмсем пурте тав сăмахне тивĕçлĕ.

Татьяна ИВАНОВА,

округри хĕрарăмсен уйрăмĕн председателĕ

Поделиться:
Распечатать