1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 12 Июль 2025 г.
30 июня 2025 г. 9:23

Хаваслă çу кунĕсем

 

Республика Пуçлăхĕ пуçарнă «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проектпа килĕшÿллĕн Тушкил шкулĕнчи лагерьти ачасем РФ художникĕсен союзĕн членĕпе, Чăваш Республикин халăх художникĕпе, Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн директорĕпе, Вăрманхĕр- ринче çуралса ÿснĕ Геннадий Васильевич Козловпа тĕл пулнă.

Хисеплĕ хăна пултарулăх çулĕ тата кулленхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа панă. Ачасем нумай ыйту панă. Миçе картина çырнă? Вĕсенчен хăшĕсем уншăн хаклăрах? Пултаруллă ентешсенчен кама сăнарланă?

Геннадий Васильевич Тăвайри халăх краеведени музейĕнче тăтăшах куравсем йĕркелет. Унăн пейзажĕсене курсан тăван тăрăхăн асамлă тĕнчи куç умне тухать. Тĕлпулăвăн иккĕмĕш пайĕн- че ÿнер ăсти мастер-класс ирттерчĕ. Тушкил ялĕ хĕрринчи илемлĕ вырăнта ачасен куçĕ умĕнче паллă художникăн çĕнĕ ÿкерчĕкĕ çуралчĕ. Вĕренекенсем хăйсем те хутшăнчĕç ÿкерме.

Поделиться:
Распечатать