1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 3 Июль 2025 г.
30 июня 2025 г. 9:35

Наркотике ум пÿлсе

 

Иртнĕ эрнере округ администрацийĕнче наркотике хирĕçле комисси ларăвĕ иртнĕ, унта 3 тĕп ыйтăва пăхса тухнă.

Тăвай муниципалитет округĕн территори уйрăмĕсенче наркотикпе кĕрешес лару-тăрăва вăйлатса пымалли мерăсене пурнăçлассипе епле ĕçлени çинчен Тушкил тата Тăвай территори уйрăмĕ- сен начальникĕсем Александр Трофимовпа Николай Сормов каласа панă. Культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕсен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Людмила Афанасьева Тăвай муниципалитет округĕн- че наркотике, çул çитменнисемпе çамрăксем сиенлĕ йăласене пăхăнса пурăнассинчен профилактика тăвас тĕлĕшпе ирттерекен спорт мероприятийĕсем çинчен чарăнса тăнă. Наркотике хирĕçле комиссин протокол йышăнăвĕсене пурнăçлани çинчен наркотикпе кĕрешекен комисси секретарĕ Наталья Колоколова пĕлтернĕ.

Лару пăхса тухнă ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăнусем тунă, Тăвай округĕн территорийĕн-че наркотикла хатĕрсемпе усă курассинчен тата вĕсене сарма пултарассинчен сыхланса, вĕсене татăклă ум пÿлме профилактикăллă тата организациллĕ мерăсем палăртнă.

Поделиться:
Распечатать