Сахал мар çын преступлени çулĕ çине тăрса тÿрĕ пурнăç йĕркинчен пăрăнать. Юрать-ха, кайран хăйĕн йăнăшĕсене вăхăтра ăнланса илет пулсан, тепри-тепри вара тĕрĕс мар пурăнсах ĕмĕрне ирттерет — ун пеккисем те çук мар.
Анчах, халăхра мĕнле калаççĕ-ха, тÿрĕ кăмăл-чуна çăмăл, теççĕ-и? Ырă мар ĕçсен сăлтавĕ те тĕрлĕрен. Анчах кирек мĕнле сăлтав та çав хура ĕçе тумаллине пĕлтермест. Юлашки вăхăтра банк картти çинчи укçана вăрласси нумайланнă. Ултавçăсем, преступлени çулĕ çине тăрса, çаратмалли темĕнле май та тупаççĕ. Бюджет укçине куç хывакансем те тупăнаççĕ. Вĕçĕ вара пĕр — уншăн та, куншăн та явап тытма тивет. Пĕри акă лавккара тавар туянакан хĕрарăм укçа енчĕкне ÿкерсе хăварнине курнă. Ĕçкĕçĕ çакна кĕтсех тăнă тейĕн, енчĕке никам асăрхиччен хăйĕн кĕсйине пĕтĕрсе чикнĕ. Анчах нумай вăхăт чăтайман, хăйĕн пек тепĕр юлташĕпе пĕр лавккаран, унтан тепринчен эрех иле-иле «сăйланма» тытăннă. Хĕрарăм евитленипе полици маттурĕсем çăмăллăнах тупнă ямăт укçапа хĕремесленсе ĕлкĕрнĕскерсене. Паллах, тупнă укçана тавăрса паманшăн, пысăк пайне расхутлама та ĕлкĕрнĕшĕн явап тытма тивнĕ суд умĕнче. Е тата пĕрле шăкăл-шăкăл эрех ĕçсе ларнă хушăрах пĕр-пĕринпе хирĕçсе кайса пĕри теприне çĕçĕпе чикнĕ ырă мар тĕслĕхсем çинчен те илтетпĕр час-часах. Эрех ырри патне çитермест. Хаçатра иртнĕ çулхи криминогенлă лару-тăру çинчен Тăвайри полици уйрăмĕн начальникĕ Вениамин Обаськин çырса кăтартнинче те преступленисен пысăк пайĕ эрехпе иртĕхнипе пулнине палăртнăччĕ. Апла пулсан пирĕн эрех-сăра е ытти начар ĕçсем еннелле пăхмалла мар, сывă та тĕрĕс пурнăç йĕркине суйласа илме тăрăшмалла. Çавăн пек пурăнсан кăна пурнăçри йывăрлăхсемпе тĕрĕсмарлăхсем сирĕлсе пырĕç, ыррине кăна мала хурăпăр. Преступлени çулĕ — синкерлĕ, инкеклĕ, тумхахлă çул.