Тăвай муниципалитет округĕнче ятарлă çар операцийĕнчи ентешсене тĕрлĕ енлĕ пулăшупа тивĕçтереççĕ. Çав шутра — маскировка тетелĕсем, хÿтĕлев тумтирĕсем, час пăсăлман апат-çимĕç, техника хатĕрĕсем тата ытти те.
Гуманитари пулăшăвне, тăван кил ăшшине малти линири салтаксем патне илсе çитерекенсен — Сергей Павлов, Александр Александров, Алексей Сергеев, Сергей Иванов, Станислав Филиппов, Станислав Данилов волонтерсен ячĕпе çар чаçĕсен командовани- йĕнчен Тав çырăвĕсем килнĕ.
Çапăçу хирĕнчи хÿтĕлевçĕ-семшĕн тыл пулăшăвĕ, ентешсен хавхалантарăвĕ, тăван кил ăшшине çитерни çирĕп тĕрек. Округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов пархатарлă ĕçĕн хастарĕсене чĕререн тав тунă, вĕсем кирек хăçан та инçе çула тухма хатĕр-рине палăртнă, çирĕп сывлăх, тăнăçлăх, ăнăçу суннă.