1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 12 Июль 2025 г.
30 июня 2025 г. 9:24

Сăра уявĕ кĕтет

 

Кăçалхипе тăваттăмĕш хут «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестиваль Шупашкарта Чăваш Ен хăнисене кĕтсе илме хатĕрленет, вăл июлĕн 12—19-мĕшĕсенче иртет.

Хăмла çитĕнтерекен хуçалăхсен, сăра вĕретекен предприятисен представителĕсемпе республикăра пурăнакансем иртнĕ çулсенчи пекех Юхан шыв порчĕн лапамĕнче пухăнĕç. Уяв программинче культурăпа кану мероприятийĕсем тĕп вырăн йышăнасса шантараççĕ. Лапамри палаткăсен хулинче фермерсен продукцийĕ, хăмлан вун-вун сортĕн-чен вĕретнĕ сăра сутма палăртнă.

Иртнĕ çулсенче фестивале сăра тăвакан 30 ытла компани, отраслĕн 300 экспортерĕ, çĕршывран, çывăхри тата инçетри патшалăхсенчен 170 делегаци хутшăннă, 110 пин çын килсе курнă.

Поделиться:
Распечатать