Çĕмĕрлери юман çĕр- шыври ватă йывăçсен конкурсне хутшăнни çинчен хаçатра пĕлтернĕч- чĕ-ха. Августăн 1-мĕшĕччен Пĕтĕм Раççейри «Йывăçсем — чĕрĕ çутçанталăк палăкĕ-сем» программăн сайтĕн-че «Раççейри çулталăк йывăçĕ—2025» ята çĕнсе илессишĕн сасăлав пырать.
Чăваш Ене кăçал шăпах Çĕмĕрлери культурăпа кану паркĕнче ÿсекен 250 çулхи юман хÿтĕлет. Ăна Раççейри ватă йывăçсен реестрне кĕртнĕ. Унăн «Йывăç — çутçанталăкăн чĕрĕ палăкĕ» статус пур. Вырăнти халăх ăна «Петĕр патша юманĕ» тесе сума сăвать, пăхса-упраса тăрать. Унăн сасăлав номе- рĕ — 33.
«Айтăр-ха, пурте пĕрле 2023 çулти пек тепĕр çитĕнÿ тăвар. Ун чухне чи ватă чăваш юманĕ чи нумай сасă пухнăччĕ»,— çапла чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.