1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 12 Июль 2025 г.
30 июня 2025 г. 9:29

Такăр çул — ял илемĕ

 

«Тăван ял, савнă ял»,— тесе юрлатпăр юрăсенче. Чăнах та тăван ял пирĕншĕн чи ырри, чи илемли! Хăть те ăçта кайсан та яланах асра, аякран килсен вара хăй ăшшипе ытамлать. Ялта сывлăшĕ те уçăрах, йывăçсем те симĕсрех, çыннисем те ырăрах пек, пурте сана паллаççĕ, сывлăх сунаççĕ. Мĕн тери ырлăх тата пурлăх!

Тăрмăш ялне пырса кĕрсен хăвна хулари пекех туятăн, сылтăм енче хитре çуртсем, врач офисĕ, виçĕ хутлă шкулта ачасем пĕлÿ пухаççĕ. Сулахай енче вара тем пысăкăш илемлĕ стадион, кунта тĕрлĕ енлĕ спорт вăййисем иртеççĕ. Ачасен хаваслă сасси илтĕнсе тăрать, уйрăмах халĕ, шкул çумĕнчи çуллахи лагерь ĕçленĕ вăхăтра. Юнашарах «Çамрăксен скверĕ», унта час-часах амăшĕсене ачисемпе курма пулать. Çветтуй Николай ячĕллĕ чиркÿ те юнашарах вырнаçнă, кĕлĕсене çÿреме, асăнтарма, çурта кĕрсе çутма пултаратăн. Çак енчех икĕ хутлă çурт, унта хальхи вăхăтра почта, «валберис тата озон» вырнаçнă, мĕн кирлине заказ паратăн та илсе килсех параççĕ, таçта çÿремелле мар. Ялти Культура çурчĕ те çак енчех, икĕ хутлăскер самай мăнаçлăн курăнса ларать. Иккĕмĕш хутра библиотека, администраци тата полици уйрăмĕн участковăй пÿлĕмĕсем вырнаçнă. Культура çурчĕпе спортзал пĕрремĕш хутра, унта ачасемпе ял çыннисене тĕрлĕ уявсемпе, спорт вăййисемпе савăнтараççĕ. Ача сачĕ те юнашарах, юсав ĕçĕсем тунă хыççăн татах та хăтлăрах. Малалла вара тĕрлĕ япаласем сутакан лавккасем черетпе лараççĕ: «Авокадо», «Пилеш», «Килĕрех», кĕпер урлă каçсан — «Уют». Çаксем пурте харпăр-хăй тытакан суту-илÿ точкисем. Райпон лавкки хупăннă, кĕреттĕмĕрччĕ унта та, япалисем те чылайччĕ.

Мĕншĕн-ха пурте пĕр тĕлерех вырнаçнă? Мĕншĕн тесен ялăн Советски урамĕпе «Уют» лавкка патне çити асфальтлă çул тăсăлать. Такăр çул — ял илемĕ. Çулĕ тикĕс пулсан ялăн тепĕр енне те çитме пулать, хăнана каясси, туй тăвасси тата ытти те çулран нумай килнĕ, килет те.

Малтанхи çулсенче мĕнлерех пылчăк пулнă урамсенче, машинăсем путса ларатчĕç, тракторсем кĕрсе çăратчĕç. «Уют» лавкка патне лартса хăваратчĕç водительсем машинисене. Хамăр та тарăн калушпа е атăпа çитнĕ асфальт патне çити, лавкка патне лартса хăварнă та ĕçрен килнĕ чухне каллех ылмаштарнă. Никам та илсе кайман пирĕн атă-калушсене. Халĕ кашни урамрах çулсене вак чул сарса хытарса пыраççĕ. Паллах, çÿллĕ кĕлĕллĕ пушмакпа утма йывăртарах-ха ĕнтĕ, çапах пылчăк çăрни мар. Такси тытсан килех çитерет. Çулсене çĕнетнĕшĕн савăнмалла кăна. «Мĕншĕн асфальт сармастăр?»— текенсем те пур. Тен, пулĕ те-ха?

Çул вăл пурин валли те кирлĕ, тăвансене килсе кайма та, чирлесен «васкавлă пулăшу» машини валли те, стройматериалсем илсе килме те. Инкекрен никам та хăтăлайман тенĕрен, пушар машини кĕме те, паллах ун пекки ан пултăрччĕ. Çапах та нумайăшĕ ăнланать: «Эпир ялта пурăнатпăр, пирĕн хамăрăн та тăрăшмалла хамăр пурăнакан вырăншăн. Тавах çакăн пек пуçару программи пулнишĕн, ял урамĕ хитреленсе пынишĕн»,— теççĕ.

Пуçаруллă бюджет мелĕпе ялсенче пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе çыхăннă чылай ĕç пурнăçланă. Пирĕн ял тăрăхĕн-че ытти çĕртинчен маларах та пуçăннă программăна ĕçе кĕртме.

Малтан кĕпер çинчен каçма хăрамаллаччĕ, халĕ çĕнĕрен электричество юписем лартнă, çутă çунать. Куншăн савăнмалла мар-и вара? Кашни кирлĕ-кирлĕ мар япалашăн чăркăшса лармалла мар. Сывлăх пур чухне савăнса пурăнмалла, пĕр-пĕрне пулăшмалла, хĕрхенме те пĕлмелле. Е тата ырă ĕçĕн тепĕр тĕслĕхĕ. Ленин урамĕн сылтăм енĕпе те 150 м асфальт сарнă пулнă малтан. Нумаях пулмасть çак урамăн сулахай енĕпе те вĕçне çитичченех тăсрĕç ăна. Анчах та урам вĕçĕнчине тепĕр çул патне тухма сарман пулнă, вĕçĕм пылчăклăччĕ унта. Халĕ çак вырăна 250 м вĕтĕ чул сарса якатнă. Яла кĕмесĕр тÿрех Лачкасси çулĕ çине тухатăн, Канашалла та, Тăвайнелле те кайма пулать. Ку ĕçе пуçару бюджечĕн мелĕпе пурнăçланăран çак урамра пурăнакансем питĕ тăрăшрĕç, укçине те хăвăрт пуçтарчĕç. Çапла проект витĕмĕпе Тăрмăшпа Лачкасси ялĕсенче çул-йĕр объекчĕсемсĕр пуçне чылай ĕç тунă: канупа спорт лапамĕсем янтăлассипе, кÿлĕсене тасатассипе, ватă йывăçсене касассипе тата ытти те.

Тăрмăш ялĕнче çак урамсене чул сарнă: Октябрьски — 170 м, Шупашкар — 150 м, Толстой — 200 м, Володарский — 150 м, Мичуринпа Николаев — 550 м, К.Маркс — 907 м.

Лачкасси ялĕнче Суворов урамĕн- чи 200 м çула вак чул сарса хăтлăх кÿнĕ. Çак ялтах кÿлĕне тасатнă. Иртнĕ çул ял территорийĕпе 24 проект пурнăçланнă. Кăçалхи планра — 19 проект. Ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Тăрмăшра Лесная (Çăл çырми) урамĕн- чи çăла тасатма программăна кĕртнĕ, ĕçсене пуçланă, туса пĕтереççĕ. Çул-йĕр фончĕн программипе Тăрмăшри Суворовпа Полевая урамĕсенче 200-шер метр вак чул сарнă. Проектсем пурнăçланса пыраççĕ. Паллах, çакă вăл ку ял-йышпа территори администрацийĕ пĕрле ăнланса ĕçленинчен нумай килет.

Поделиться:
Распечатать