Республика кунĕн тĕп мероприятийĕсем Шупашкар хулисĕр пуçне Етĕрне округĕнче те иртрĕç.
Етĕрнесемпе хăнасене «Раççей çăлкуçĕсем» фестиваль участникĕсем пултарулăхĕпе килентерчĕç, «Тăрмăш» фольклор ушкăнĕ вырăнти туй юрри-ташшисемпе савăнтарчĕ. Пирĕн енчи юрăсене пĕлекенсем пĕрле шăрантарчĕç, ташларĕç те. Питĕ аван кĕтсе илчĕç тăвайсене. Тĕрлĕ çĕрте пулса куртăмăр, паллă тухтăр-хирургăн Волковăн, Аркадий Айдак уçнă ĕлĕкхи хресчен хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кил-çурчĕсене сăнланă музейсемпе паллашрăмăр. «Молодежь на Суре» форум, «Земля спорта» марафон, «Волжская уха» фестиваль иртнĕ кунта.
Фольклор ушкăнĕн артисчĕсене, Игорь Кузьмин купăсçăна, культура пайне тав сăмахĕ каласшăн.
Елена МАТРОСОВА, «Тăрмăш» ушкăн ертÿçи