1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 3 Июль 2025 г.
30 июня 2025 г. 9:37

Утакан котлет (чăнласа та шÿтлесе)

 

Ун чухне эпĕ колхоз столовăйĕнче тăрăшаттăм, хайхи повара пулăшаттăм. Тарасаран шыв ăсса апат пĕçереттĕмĕр. Инçех каймалла марччĕ, картишĕнчехчĕ тараса.

Пĕррехинче витре ăшне пысăк шапа ларса тухрĕ.

— Ай, мĕн ку! — тесе кăшкăрса ярса айккинелле пăрăнса тăтăм.

— Мĕн, пусма пуçланă сысна пек çухрашатăн? — прокурор пек тĕпчеме пуçларĕ Ирина повар.

— Шапа чуна кăларса илетчĕ,— терĕм витрене тĕллесе.

— Вăт, ку шапана тахçанах шыраттăм-ха. Мана питĕ кирлĕ вăл,— хуравларĕ Ирина.

— Котлет вырăнне пĕçересшĕн-им ăна? — тĕпчетĕп ĕçтешĕме.

Повар ахăлтатса кулса ячĕ. «Ваçук Виталикне пĕлетĕн вĕт-ха? Кашни кун килет столовăйне. Мухмăрлă ялан, апат пĕçерсе çиме вăхăт çук унăн. «Тархасшăн, пĕр котлетне парăр-ха»,— тесе йăлăхтарса çитерчĕ. Нумай тăрантарнă ăна, хĕрхеннĕ. Котлет ыйтас йăлана ниепле те пăрахаймасть халĕ те Виталик. Ирина шапана витререн ывăçпа ăсса илсе виçĕ литрлă банкăна ячĕ, çиелтен витрĕ.

Çаплах эпир сăмах çăмхине сÿтнĕ самантра Виталик столовăйне кĕрсе тăчĕ каллех. «Пĕр çунса кайнă котлетне те пулин парса ярăр-ха. Эпĕ паян нимĕн те çимен, хырăм питĕ выçрĕ»,— тесе пуçларĕ хăйĕн юррине арçын.

— Тăхта-ха, çиччас парса яратăп сана çуннă котлет,— терĕ Ирина. Банкăри шапана илсе хаçатпа чĕркерĕ те, Виталик патне пырса кучченеçне арçын хĕвне чиксе хучĕ. «Çын куриччен тухса кай хăвăртрах столовăйĕнчен. Виталике укçасăрах котлет çитереççĕ, тесе çăхав ан çырччăр ыттисем»,— çапла мăкăртатса ăсатрĕ повар хăнине.

Алăк еннелле утăм кăна тунăччĕ Виталик, циркри артист пек сиккелеме тытăнчĕ. Айлатать, ахлатать. Апат çисе ларакансем чупса пычĕç ун патне, тĕлĕнсе сăнаççĕ хайхискере. «Чиперех çÿретчĕ-çке. Мĕн пулчĕ ăна? Вĕри яшкапа хырăмне пĕçертсе ячĕ пуль»,— шухăшне пĕлтерет пĕри.

— Инкекре аптăраса ÿкмелле мар. Ку çынна çиччас сывататпăр. Шăмă ларнă карланкине,— тесе мăнтăр арçын Виталике пĕр-икĕ хутчен чăмăрĕпе çурăмĕнчен кÿплеттерчĕ. «Пĕрремĕш пулăшу» панă Виталик умĕнчи сĕтеле пырса çапăнса йăвантарса ячĕ. Ун айĕнчен аран йăваланкаласа тухрĕ те, тата ытларах кăшкăрашма пуçларĕ. Пĕр сĕтел хушшинче ларакан Карачăм Кавĕрлине курсан авкалана-авкалана утса пычĕ Виталик ун патне. «Çурăм çумĕн- чи утакан котлета кăларса яр-ха, вĕлерет кăтăкласа, йăшăлтатать»,— терĕ Виталик Ка- вĕрле патне пырса. «Мĕн? Утакан котлет? Мĕншĕн утать вăл? — тĕлĕнет Карачăм Кавĕрлийĕ.

— Хăвăртрах чар котлета çурăм тăрăх утма. Атту тÿнсе каятăп çакăнтах,— васкатать инкекри арçын. Кавĕрле ун çурăмне хыпаланă самантра пĕр стакан сăмакуна пушатса та хучĕ Виталик. «Ырă тăвакана эс çапла тав тăватăн-и?» — тесе столовăйĕнчен тĕртсех кăларса ячĕ ăна Кавĕрле.

Ĕç мĕнле вĕçленессипе интересленсе эпĕ те ун хыççăн урамалла вĕçтертĕм. Виталик кĕпи аркине шăлаварĕнчен кăларса пĕр-икĕ хутчен сиккелесе илчĕ упăте пек, шапа аран тухса ÿк-рĕ çĕре.

— Утакан котлета хăвăр çийĕр,— тесе ман еннелле вăркăнтарчĕ шапана.

Çакăн хыççăн Виталик столовăйне çуннă котлет çиме пымарĕ урăх.

Альбина СУХАН

Поделиться:
Распечатать