1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 3 Июль 2025 г.
30 июня 2025 г. 9:39

Викторие кăмăлласа туянаççĕ

 

«Фермерсен суту-илÿ речĕсем» тесе çырнă Тăвайри çĕнĕ пасар лапамне кĕнĕ çĕрте. 2023 çулхи раштав уйăхĕнче çынсене тивĕçтерме пуçланă ку вырăн.

Тăвайри муниципалитет округĕнче пурăнакансем кунта производство кооперативĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен, хăй тĕллĕн ĕçлекенсен, килти хушма хуçалăх тытакансен продукцине тата ытти таварсем туянаççĕ. Ялтисем унти лару-тăрупа интересленсех тăраççĕ.

Çу уйăхĕнче пасарта çĕр ĕçченĕсем тĕрлĕ йывăç, пахчаçимĕç калчисем хаваспах туянчĕç.

Чутейри Александра Федоровна Волкова та ку енĕпе ларма-тăма пĕлмест. Мĕн кăна çи- тĕнтермеççĕ-ши вĕсем мăшăрĕпе, Николай Витальевичпа, кил хуçалăхĕн- че? Тĕрлĕ калчасемпе тавар туянакансен кăмăл-туйăмне çĕкленĕ хыççăн çак кунсенче виктори çырли илсе килчĕç Волковсем пасара. Вĕсен шултра, хĕрлĕ, пылак çырлисене туянса тутанса пăхмасăр ниепле те чăтаймăн. Черет тăрса хĕпĕртесех, пĕри те тепри туянаççĕ ĕçчен алăллисен викторине.

— Çуллен çĕр ĕçĕпе кĕрешетпĕр, килте тĕрлĕ пахчаçимĕç, вĕсен калчисене тата чечексем çитĕн-теретпĕр,— тет кил хуçин харсăр хĕрарăмĕ.

 

Поделиться:
Распечатать