1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 12 Июль 2025 г.
30 июня 2025 г. 9:25

Юхтаракан пăрăха юсарĕç

 

Тăвай ялĕнче нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене коммуналлă пулăшăвăн ĕçĕсемпе вăхăтра тивĕçтерсе кивелнĕ пăрăхсене вăраха ямасăр юсама тăрăшаççĕ.

Иртнĕ канмалли кун, ак, путвалта шыв пăрăхĕ начар ĕçленĕ пирки «Коммунальник» ООО ертÿçине Юрий Алексеевич Ефимова пĕлтерме май килчĕ.

Тунтикун вара виçĕ хутлă çурт путвалĕнче асăннă предприяти слесарĕ хавхаланса ĕçлеме пуçларĕ. Ăста алăллă Дмитрий Александрович Леньков çитменлĕхе вăраха ямасăр вĕçлерĕ. Тавах сире тăрăшулăхăршăн, эсир малашне те çынсене çапла хăвăрт пулăшу парасса шансах тăратăп.

Альбина НИКИТИНА

Поделиться:
Распечатать