1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 3 Июль 2025 г.
30 июня 2025 г. 9:40

Юлашки çулсенче эсĕ хăçан библиотекăра пулнă?

 

 

Çирĕммĕш ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче пире чи вулакан çĕршыв тенĕ. Совет Союзĕн- чи пур ÿсĕмри çын та библиотекăна кайса кĕнеке, хаçат-журнал вуланă. Вăл вăхăтра çынсене канмалли вырăнсем — спорт комплексĕсем, музей-театрсем çителĕксĕр пулнă. Эрнере пĕрре-иккĕ кино курма кайни те пирĕншĕн праçник шутланнă.

Библиотека вăл вăхăтра чăннипех культура вучахĕ пулса тăнă. Вулани пирĕнте хавхалану çуратнă. Ача-пăча, çитĕннисем, ватăсем библиотекăран кĕнеке илсе килĕсенче вуланă. Аслă классенче вĕренекенсен, студентсен Толстой, Пушкин, Чехов тата ытти хăш-пĕр классиксен произведенийĕсене вулассине вĕренÿ программине кĕртнĕ. Вăл произведенисем нумайăшĕн килте пулман, библиотекăсенче те пурин валли çитмен. Çавăнпа вĕсене киле парса яман, вулав залĕн- че ларнă вĕсемпе. Кунтах экзамена хатĕр-леннĕ, реферат, диссертаци çырнă... Кунтах пĕр-пĕринпе паллашнă. Вулакан çын нумай пĕлекен, ăслă-тăнлă тесе шутланă. Нумай вулани, пытармăпăр, чăнах та пĕлĕве тарăнлатать, тавракурăма ÿстерет.

Вăхăт вара шав малалла шăвать. Пурнăçри улшăнусем библиотекăсен ĕçĕнче те палăрчĕç. Вулакансен йышĕ сахалланчĕ. Çуллен план çитерчĕç библиотекăсене. Плана тултарма библиотекарьсем халăх хушшине тухрĕç, шкулсене, больницăсенче сипленекенсем, ялсенчи ватă çынсем патне килĕсерен çÿрерĕç. Вулакан йышĕпе план тултарас тесе хăш-пĕр чухне хушса çырни те пулнă, çуккине пур тунă.

Халĕ мĕнле? Ку тĕлĕшпе çирĕп отчет ыйтмаççĕ. Библиотекăна йышпа çÿреме пăрахрăмăр. Ватăсем ытларах телевизор умĕнче вăхăта ирттеретпĕр. Çамрăксем урамра, дискотекăсенче, интернет урлă паллашаççĕ пĕр-пĕринпе, аллисенче ку чухнехи мобильлĕ хатĕрсем, планшетсем... «Библиотекăна каяр-ха» терĕм те пĕрне, «Нумай пĕлмешкĕн библиотекăра тусанлă кĕнеке страницисене сехетшер уçса ларма кирлĕ те мар халĕ, вăл сирĕн ĕлĕкрен пыракан йăла. Интернетра кирек епле информаци те, ыттине те тупса вулама пулать»,— терĕ.

Апла пулин те библиотекăсем пур, ĕçлеççĕ тата хăйсен ĕçне-хĕлне те ку чухнехи пурнăçа май çĕнетсе пыраççĕ. Район, Аслă Çĕнтерÿ юбилейĕсем вăхăтĕнче вĕсен хальхи пурнăçри ĕçĕ çинчен район хаçатĕнче статьясем пулнăччĕ.

Елизавета ИЛЬИНА,

Вăрманхĕрри—Тăвай

Поделиться:
Распечатать