Раççей Президенчĕ 2025 çула Çĕршыв хÿтĕ-левçин çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ, вăл çĕнтерÿ-пе патриотлăх паллипе иртет.
Аслă ăрусен çапăçури мухтавлă ĕçĕсене паянхи яш-кĕрĕм малалла тăсать. Çавна май çĕршыв хÿтĕлевçин ретне тăнине савăнăçлă лару-тăрура, çамрăксен асĕнче юлмалла йĕркелеме тăрăшаççĕ Тушкил ял территори уйрăмĕнче. 4 каччăна службăна ăсатнă иртнĕ кунсенче. Тунтикун каллех салтак юрри янăрарĕ ял урамĕсенче. Алшăлли вĕçтерсе юрласа кĕнĕ çамрăксем культура çуртне. Территори уйрăмĕн начальникĕ Александр Трофимов Тăван çĕршыва сыхласси таса тивĕç пулнине аса илтернĕ, Максим Морякова асăнмалăх парне панă.
Ăсату каçĕнче çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа таврăннă Дима Александров та пулнă. Çав каç кăна тăван киле çитнĕскер пулас салтака çĕршыва хÿтĕлес тивĕçе чыслăн пурнăçласса шанни çинчен каласа ырă çул суннă.
Çакăн пек тĕлпулусем çамрăксен чун-чĕринче патриотизм туйăмне вăратма пулăшаççĕ те ĕнтĕ.
Раиса ВАСИЛЬЕВА