Вăл Тутарстанри Сиктерме-Хузангаево ялĕнче тăваттăмĕш хут иртрĕ. Пысăк уявра халăхĕ те нумай пулчĕ. Таçтан та килнĕ: тутарĕ, çармăçĕ, вырăсĕ, бурячĕ, казахĕ тата ытти наци представителĕсем.
Тăвай енрен сумлă праçнике «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнĕпе пĕрле Тĕмерти культура çуртне çÿрекен маттур юрăçсем, Пуянкассинчи Лариса Соловьева культура ĕçченĕ хутшăнчĕç. Пĕрле юрларăмăр-ташларăмăр, халăха савăнтартăмăр. Тушкилти «Сурпан» фольклор ушкăнĕ Хузангаево урамĕн лапамĕнче С.Максимов кĕвĕленĕ «Пахчи, пахчи» юрра шăрантарчĕ. Пултарулăх уявне Светлана Асамат сăвăç-юрăç ертсе пычĕ.
Курмалли чăнах та нумай пулчĕ. Çуллен илемленсе пырать Петр Хусанкай çуралнă тăван ял. Часах икĕ музей уçăлмалла, терĕç. Пĕри Чăваш çĕршывне сăнлĕ, тепри Хусанкай ячĕллĕ пулĕ. Ресторанпа кафе те халиччен пулманччĕ. Килен-каяна çĕр выртмалли çуртсем те пур.
Ытти çĕнĕлĕхсем те куç тĕлне пулчĕç. «Çĕнĕ Сувар» ятлă туристсен комплексĕ те пысăкланса çĕнелсе пырать. Экскурсине кайса курма сĕнетпĕр. Хăнасене пурне те ирхи тата кăнтăрлахи апат тÿлевсĕр çитерчĕç, кашнине «Звениговский» ятлă парне пачĕç. Пысăк автобуспа çĕнĕ çулпа кайрăмăр, кондиционер, телевизор, пĕтĕм услови туса панă çул çÿреве тухма. Кайса-килсе сакăр сехет иртрĕ. Пурне те килĕшрĕ.
«Уява» пынă ял артисчĕ-сене пысăк тав. Малалла та çапла туслă пурăнасчĕ, чăвашлăха упрама, аталантарса пыма хастар хутшăнасчĕ.
Туслăх пултăр ĕмĕре!
Елена МАТРОСОВА, «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнĕн ертÿçи