Тăвай тăрăхĕнче пĕр ĕмĕр урлă каçнă сумлă ватăсем хушшинче — Тĕмерти Юлия Ивановна Чумышева, Лачкассинчи Анна Тихоновна Тихонова, Элпуçĕнчи Агафия Ильинична Алексеева. Виçĕмкун Сăхăтпуçĕнчи Анна Алексеевна Наумова та хушăнчĕ çак хисеплĕ йыша.
«Паян Тăвай округĕнче хăйне евĕр кун — Сăхăтпуçĕнче пурăнакан Анна Алексеевна Наумова 100 çул тултарчĕ. Çирĕп сывлăх, телей, çывăх çынсен ăшшипе вăрăм кун-çул сире, хисеплĕ Анна Алексеевна!» — тесе çырчĕ июлĕн 2-мĕшĕнче муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов хăйĕн телеграм каналĕнче. Сумлă юбиляра килне кайса саламланă май, Олег Анатольевич ăна Раççей Президентĕнчен Владимир Путинран ăшă тав сăмахĕсемлĕ открыткăна панă. Çавăн пекех юбилей саламне кÿршĕллĕ Вăрмар округĕн-чи Кĕтеснер ялĕнче пурăнакан А.А.Наумовапа йĕкĕреш Мария Алексеевна патне те çитернĕ.
Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орден кавалерне Тушкил территори уйрăмĕн начальникĕ Александр Трофимов, çывăх çыннисем, ял-йыш ăшă сăмахсем каласа, тав туса ырă суннă, парнесемпе савăнтарнă.
«Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ — пурнăçа юратнинче, çынсене ырă суннинче, пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пурăннинче»,— тенĕ хисеплĕ ватă уява пухăннисене тав туса. Унăн пуянлăхĕ — ачисем, 18 мăнукĕ, 24 кĕçĕн мăнукĕ, 1 мăн мăнукĕ.