Тушкилти культура çуртĕнче çамрăк призывника Александр Александрова çара савăнăçлă лару-тăрура ăсатнă.
Ял территори уйрăмĕн начальникĕ Александр Трофимов кашни арçыннăн Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи пулса службăра тăмалли тивĕç çинчен каланă. Пулас салтака çирĕплĕх, паттăрлăх, çар наукине ăнăçлă алла илме суннă, асăнмалăх парне панă.
Ĕлĕкрен пыракан йăла-йĕркепе салтак юррисем янăранă, кĕвĕсенче килшĕн тунсăхлани, хамăр вăя, хăвăрт тĕл пуласса шанни палăрнă. Ăсату каçĕ клуба Александрăн нумай тус-тăванне пухнă. Купăс каласа ташланă, юрланă. Тухса калаçакансем тĕрĕс-тĕ-кел таврăнма пил панă каччăна.
«Маларах кăна ял территорийĕн уйрăмĕнчен Константин Николаева, Борис Борисовпа Ростислав Иванова çар службине ăсатрăмăр. Каймаллисем татах та пур-ха»,— терĕ Александр Трофимов.
Тĕмерти культура çуртĕнче ял-йышпа Никита Яковлева та ăнăçу, мирлĕ тÿпе сунса ăсатнă салтака.
Алексейпе Лариса Яковлевсен аслă ывăлĕ Родион вара халь-халь салтакран килмелле. Мускав облаçĕнче службăра тăнă вăл. Виçĕ ывăлтан кĕçĕнни Егор шкулта пĕлÿ пухать.