1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
15 июля 2025 г. 9:15

Астăвăм аллейи уçнă

 

Иртнĕ эрнере Йăнтăрчă ялĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене халалласа асăну аллейи уçнă. Çак пулăм Тăван çĕршыва хÿтĕлесе хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçланă паттăрсене асра тытмалли, хисеплемелли символ пулса тăрĕ.

андр Салминăн ашшĕпе амăшĕ Светлана Артикбаевнапа Силантий Маркелович тата пиччĕшĕ Сергей Борисовичăн пысăк çухатăва пусарма тата ăна ĕмĕр асра хăварма хăйсенчен аякра мар çырма пуçĕн- че йывăçсем лартнă. Салтакăн çывăх çыннисем сĕтел тата сак вырнаçтарнă.

Унтан асăну аллейи тăвас шухăш çуралнă. Çакăн çинчен Йăнтăрчă ял территорийĕн пуçлăхне Александр Карсакова пĕлтернĕ. Сăваплă ĕçе ял çыннисене явăçтарса, çак вырăна хăтлăх кÿрес ĕçсене «Пуçару бюджечĕн программипе» килĕшÿллĕн пурнăçлама йышăннă. Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Семенова пĕлтерĕшлĕ пулăма хутшăннă май сăмах каланă, çĕршыв патриочĕсен паттăрла тĕслĕхĕсене асра тытăпăр, вĕсем çамрăксенче патриотизм туйăмне вăратчăр, тенĕ. Ырă пуçарушăн паттăр салтакăн çывăх çыннисене тав тунă.

Кăçал астăвăм паркĕ тавра карта тытса çаврăннă. Йывăç хунавĕсем те хушăнса пыраççĕ унта. Часах вĕсем вăй илсе çÿлелле кармашĕç, Александр пек çĕршыв хÿтĕлевçисене манма памĕç, аса илтерсе тăрĕç.

Поделиться:
Распечатать