1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 19 Июль 2025 г.
15 июля 2025 г. 9:52

Çакăнтанах çÿрес килет

 

 

Ял сăн-сăпачĕ улшăннине, урамсенчи çулсем чул, асфальт сарнипе лайăхланнине курсан чун савăнать. Эпир хускатакан ыйту халăх хăйне çÿреме меллĕ çул-сукмаксем çинчен пулĕ.

ирĕн Çăлпуç ялĕнчен округ центрне, Тăвайне, ĕçе нумайăн çÿреççĕ. Ытти тĕрлĕ ыйтупа та куллен ялтан çула тухакан сахал мар. Çу кунĕсенче ĕлĕкренех çăлпуçсем çакма кĕпер патĕн-чи сукмакпа тÿртен çÿреме кăмăллаççĕ. Иртнĕ çул унти çула больницăра электрикре ĕçлекен Юрий Семенов çулса тирпейленĕччĕ. Тавах ăна. Çумкурăк çÿллĕ ÿссе кайнă халĕ, такăнса ÿкесрен те хăрамалла.

Эпир Тăвайĕнче ĕçлесе канăва тухнă. Пĕр хăнăхнă та çак сукмака, çавăнтанах утас килет. Тăвай территори уйрăмĕн администрацийĕ пирĕн ыйтăва тимлĕхе хурасса шанатпăр.

Çăлпуç ялĕнчи

пенсионерсем

Поделиться:
Распечатать