1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
15 июля 2025 г. 9:13

Ĕçе васканă пекех

 

Амалăх ялĕнчи Культура çуртĕнче маскировка тетелĕ çыхас ĕç малалла пырать. Чун ăшшине парса ĕçлеççĕ Валентина Колотушкина, Лидияпа Надежда Ивановасем, Зинаида Тарасова, Марийăпа Любовь Воробьевасем, Эльвира Орлова. Мускавран отпуска яла килнĕ Светлана Долгова та хаваспах йышпа ĕçлеме кăмăл турĕ.

«Нумайăн мар эпир, çапах ĕç ăнса пырать»,— терĕç ялти чи хастар кĕмĕл волонтерсем Муштаковсем, Лидия Петровнапа Николай Егорович. Çумăр витĕр те ĕçе васканă пек утаççĕ вĕсем тетел çыхакан пункта, хĕллехи вăхăтра çил-тăман та чăрмантармасть вĕсене Амур çырми урлă каçса çÿреме.

«Пархатарлă ĕç тăватпăр вĕт, вăрçи часрах пĕттĕр-ччĕ»,— тет пилĕк ача амăшĕ Лидия Петровна. Тĕмер хĕрĕ вăл, хăй вăхăтĕнче ялти çыхăну уйрăмĕн начальникĕнче ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухиччен Амалăхри лавккара сутуçăра тăрăшнă. Туслă мăшăр тесе калас килет Муштаковсем çинчен. Çемье пуçĕ Николай Егорович водительте вăй хунă, халĕ те ĕçсĕр лараймасть. Тетел çыхман кунсенче пулла, çырлана каять.

Çывхарса килекен утă уйăхĕн 8-мĕшĕнчи юратупа шанчăклăх кунĕпе саламлатпăр хастар мăшăра. Ачăрсемпе, мăнукăрсемпе савăнса пурăнмашкăн, кашни куна ырăпа кĕтсе илмешкĕн Турри сывлăх патăрччĕ сире.

 

Поделиться:
Распечатать