1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
15 июля 2025 г. 9:40

Çемьене патшалăх пулăшăвĕ

 

Тăвайри Алексеевсен çемйи «Ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» патшалăх программипе çурт-йĕр тума (туянма) социаллă тÿлев пани çинчен калакан свидетельствăна тивĕçнĕ.

Кил хуçи хĕрарăмĕ Ирина Валерьевна Алексеева «АККОНДМОЛОКО» обществăра çу тăваканра тăрăшать. Çемьере икĕ ача çитĕнет. Хастар ĕçчене акатуй уявĕнче Тăвай муниципалитет округĕн администрацийĕн Хисеп грамотипе чысланăччĕ.

Халĕ, акă, тепĕр савăнăçлă хыпар, çемьене свидетельство панă май муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов, территорисене аталантарас тата тирпей-илем кĕртес енĕпе ĕçлекен управлени начальникĕ Вероника Николаева саламланă, ĕçре ăнăçу, телей суннă.

Светлана ВАНЕРКЕ

Поделиться:
Распечатать