1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
15 июля 2025 г. 9:44

Чăваш Ен командинче пирĕн ентеш те

 

Çăлавçăсем яланах хуралта, вĕсем хăрушлăхран хăрамаççĕ, инкекре хăйсене шеллемесĕр ыттисене пулăшма хатĕр çынсем. Чăваш пушарнăйĕсем Уфара газпа тĕтĕмрен хÿтĕлекен службăн регионсен хушшинчи ăмăртăвĕн-че çитĕнÿсем туни республикăшăн мăнаçланмалли хыпар пулчĕ.

Атăлçи федераци округĕнчи 13 регионти пушарпа çăлав службисен чи вăйлă ушкăнĕсем хутшăннă тупăшăва. Ятарлă пушарпа çăлав чаçĕн командин представителĕсем хÿтĕленĕ регион чысне. Икĕ кун хушшинче теори экзаменĕсем тытнă, хăйсен ăсталăхĕсене ятарлă полигонра кăтартнă, тĕрлĕ чăрмава парăнтарса нумай хутлă çуртра пушар пулнă пек çулăм сÿн-тернĕ. Республика команди теори ыйтăвĕсене çăмăллăнах хуравланă. Чи йывăр ĕçсенчен пĕри ним курăнман тĕтĕмлĕ вырăнта çухалнă тата çыхăнăва тухман ĕçтеше тупса урама кăларасси пулнă. Кунта вара пĕр-пĕрне ăнланнипе, пулăшнипе пĕрлех шанни кирлĕ. Ку ăмăрту пушарнăйсен вăй-халне кăна мар, психологи çирĕплĕхне те тĕрĕсленĕ. Çăмăл мар тупăшура вут-çулăмпа кĕрешекен çăлавçăсен чăваш команди хăйсен пысăк шайри профессионализмне кăтартса иккĕмĕш вырăн йышăннă. Кĕмĕл медальпе, «Лучшее звено ГДЗС Приволжского федерального округа» дипломпа наградăланă вĕсене. Пĕрремĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Пушкăрт Республикипе Пермь крайĕнчи ушкăнсем çĕнсе илнĕ.

Чăваш Енĕн командинче Шупашкарти ятарлă пушар чаçĕн маçтерĕ — шалти службăсен кĕçĕн сержанчĕ Евгений Николаевич Петров та пулнă. Вăл ăмăртăва пĕрремĕш хут хутшăннă. «Ертÿçĕсем тăрăшнипе, ăмăртăва тĕплĕн хатĕрленнипе эпир лайăххисен шутĕнче. Мана çакăнти ăмăртусем питĕ килĕшрĕç. Чи йывăрри — тĕтĕмлĕ лабиринт, пирĕншĕн кăткăс тĕрĕслев пулчĕ. Ним курăнман тĕтĕмлĕ вырăнта çынна тупса уçă сывлăша илсе тухассипе эпир аван результат кăтартрăмăр — 2 минут та 16 çеккунт. Тепĕр çул эпир пĕрремĕш вырăн йышăнма тăрăшатпăр»,— тесе пĕлтернĕ МЧС пресс-службине Е.Петров.

Евгений Петров — Чутей ял каччи. 11 класс хыççăн Чăваш патшалăх университетĕнче юридика факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Тинĕс-Çар флотĕнче хĕсметре тăнă. Хальхи вăхăтра Шупашкарти ятарлă пушар чаçĕн маçтерĕнче вăй хурать, республикăра иртнĕ ăмăртура «Лучший постовой поста безопасности» номинаци çĕнтерÿçи. Шкулта та, студент çулĕсенче те спортпа туслă пулнăскер, ăмăртусенче малтисен ретĕн- че палăрать. Шкулта вĕреннĕ çулсенче «Кĕрешÿ» (борьба на поясах) секцине çÿренĕ. Пиçиххипе çыхăнса кĕрешес енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ.

Ĕçре татах та çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр пирĕн çăлавçăсене.

Поделиться:
Распечатать