1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
15 июля 2025 г. 9:42

Чăваш Ен юлашки пилĕк çулта .

 

Чи малтанах промышленноç кал-кал ĕçлени савăнтарать: электротехника, хими отраслĕсем, станоксем, машинăсем тăвакан отрасльсем лидер позицийĕсене малалла çирĕп-летнĕ. Çĕнĕ йышши продукцисенчен антрахинон меслечĕпе водород перекиçĕ, пĕчĕк тата вăтам хăватлă тракторсем, вилкăллă погрузчиксем тума пуçланă, ытти çĕнĕ тавар та пур.

Промышленноçа патшалăх енчен пулăшассине 30 хут ÿстерме пултарнă, çакă малашлăха çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртме май парать, экспорта та вăйлатать. Пилĕк çулта вăл 45 процент ÿснĕ.

Республикăра бизнес валли хăтлă условисем йĕркеленĕ, предпринимательлĕх майĕпе ĕçлеме уйрăм условиллĕ тăхăр зона туса хунă Раççей Правительстви пулăшнипе Çĕнĕ Шупашкарта йĕркеленĕ уйрăм экономика зонинче ĕçлекен резидентсем пысăк проектсене пурнăçа кĕртеççĕ. Çак шутра — энергетика валли кăмакасем, строительствăпа çул-йĕр отраслĕсенчи техника валли туртăм электропривочĕсем, хими продукцийĕ туса кăларасси тата ытти те. Пысăк проектсем пĕчĕк бизнеса та аталанма пулăшаççĕ. Çывăх çулсенче унта лайăх шалуллă 1,4 пин ытла ĕç вырăнĕ пулмалла. Инвестицисен калăпăшĕ вара 12 миллиард тенкĕ патне çывхармалла.

Бизнес валли условисем лайăхланнине республикăра вак тата вăтам предприятисен шучĕ 2,5 хут пысăкланни те çирĕплетет. Асăннă сферăра ĕçлекенсен йышĕ вара 1,5 хут ÿснĕ. Юлашки виçĕ çул çурăра кăна Чăваш Енре ытти регионти 700 предприниматель тата 100 ытла юридици тытăмĕ çĕнĕрен регистрациленнĕ.

Агропромышленноç комплексĕ те ку чухнехи çĕнĕ техникăпа пуянлансах пырать, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртет. Предпринимательсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тата ÿсен-тăран çитĕнтерессипе кăна мар, ял хуçалăх продукцине тирпейлес енĕпе те пуçарулăх кăтартаççĕ. Хамăрăн Тăвай округĕнчех акă юлашки çулсенче сыр та, кăлпасси те кăлараççĕ, фермăра пулă ĕрчетсе ăна ĕçлесе хатĕрлессипе те тимлеççĕ.

Çакă цифрăсем те хăпартлантараççĕ: çĕршывра çитĕнтерекен хăмлан 90, сухан-севокăн 70 проценчĕ тата хурсен пирĕн республикăри макулин ăрачĕн иккĕ-виççĕмĕш пайĕ — Чăваш Енĕн. Республика тĕп апат-çимĕç продукчĕсемпе хăйне туллин тивĕçтерет.

Ытти енĕпе те малалла аталаннă. Чăваш Ене 2024 çулта кăна 1 миллиона яхăн турист килнĕ, хăнасен йышĕ 1,7 хут ÿснĕ. 2020 çултанпа республикăра 4 миллион тăваткал метр çурт-йĕр хута янă, 1,2 пин картише, 160 общество вырăнне хутлăх кÿнĕ, автомобиль çулĕсен 2,4 пин километрне юсанă, çĕнĕрен 62 километр çул тунă. Пилĕк çулта сывлăх сыхлавĕн 300 яхăн объектне тунă е тĕпрен юсанă. Ялсенче 62 фельдшерпа акушер пункчĕ хута янă, çак шутра пирĕн округра та чылай ялта. Ялсенчи васкавлă медпулăшу валли 120 автомобиль туяннă, пациентсене тата медицина ĕçченĕ-сене илсе çÿреме тата 130 машина. Республика тин çуралнă ачасен пурнăçне упрассипе çĕршывра чи кăтартулли. Пысăк технологиллĕ пулăшу кÿресси 40 процент, диспансеризаципе медицина тĕрĕслевĕн шучĕ 1,7 хут хушăннă.

Çывăх çулсенче Чăваш Енре 2,4 пин ытла инфратытăм проектне пурнăçлама палăртаççĕ. Çак шутра — çулсем, шкулсем, медицина, спорт, культура, социаллă хÿтлĕх учрежденийĕсем.

Иван ГЛАДКОВ хатĕрленĕ

Поделиться:
Распечатать