Çĕнĕ купол вырнаçтарнă
Июнĕн 25-мĕшĕ Чутей çыннисемшĕн паллă кун пулса юлĕ. Христос çуралнине халалланă храм тăррине çĕнĕ купол вырнаçтарнă. Канаш епархине кĕрекен Тăвай округĕнчи Благочиннăй Александр атте, Георгий атте (Тăвай чиркĕвĕ), Чутейпе Тăрмăш чиркĕвĕсен настоятелĕ Леонид Бараматов иерей, Патăрьел тăрăхĕн- чи Тойси ялĕнчи Николай атте, Александр иподъякон, Тăвай округĕн пуçлăхĕ Анатолий Ломоносов, Чутей территори уйрăмĕн начальникĕ Дмитрий Белов хутшăннă унта. Çак кун уяв кĕлли те иртнĕ.
Священниксем куполпа храма тасалăх тивлечĕ кÿнĕ, кунта килнисене пурне те пилленĕ.
Çуллахи хĕвел çутинче йăлтăртатакан ылтăнланă купол ял çыннисемшĕн ăс-хакăлпа шанчăк чĕрĕлнин символĕ пулса тăчĕ.
Çак кунсенче илемлĕ чиркĕве Николай Афанасьев ячĕллĕ Тĕмер шкулĕ çумĕн-чи лагерь воспитанникĕсем килсе курнă. Тĕлпулура Леонид атте ачасене чиркÿ историйĕпе паллаштарнă, сăваплă япаласем, ял пурнăçĕнче чиркÿн пĕлтерĕшĕ çинчен каласа панă. Ачасем пачăшкăн кашни сăмахне тимлĕн ăша хывса итленĕ.
Тĕлпулу хыççăн Леонид атте кашнинех «Ăс хушни» («Прибавление ума» — символ помощи в учебе и познании мира) пĕчĕк турăш парнеленĕ. Чан çапмалли вырăнпа паллашни уйрăмах паллă самант пулнă. Çÿле хăпарсан ачасем тавралăха пăхса киленме, çак вырăнăн сăваплăхне тата лăпкăлăхне туйма пултарнă. Унтан кăçал кăна уçнă купельпе юнашар юхса выртакан таса çăлти тутлă шыва ĕçсе киленнĕ.