1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 19 Июль 2025 г.
15 июля 2025 г. 9:46

Çынсен харсăрлăхĕ çĕнĕ варкăш кÿрет

 

«Пирĕн Сăхăтпуç ялĕ хитреленсех пырать, мĕншĕн тесен çыннисем хастар»,— хăй шухăшне çапла палăртрĕ асăннă ялăн клуб администраторĕ тата активисчĕ Оксана Храмова. Эпĕ ун пирки чутах комсомолка, спортсменка тесе те çыраттăм. Çамрăк чухне эпир пурте малти ретре пулма тăрăшатпăр. Чылайăшĕ çак паха енсене кайран та çухатмасть. Мĕншĕн шăпах Оксана Петровна? Мĕншĕн тесен вырăнти чылай мероприяти тата ялшăн чуна парасси вăл тÿрремĕнех хутшăннипе, çынсене хăй тавра пĕтĕçтерме тата хавхалантарма пултарнипе пулса пырать.

Йывăçлă Сăхăтпуç

«Пырса кĕрсен Сăхăтпуçне

Улшăнусем чылай эп куртăм.

Кунти чăвашăн пурнăçне

Тĕпрен çĕнетнĕ çĕнĕ туртăм,

— тесе çырать Лаврентий Данилов çыравçă тата таврапĕлÿçĕ. Вăл Сăхăтпуç ялĕнче йышлă çемьере çуралса ÿс- нĕ, нумай çул Чĕмпĕр хулинче пурăннă, Ульяновскри шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче вăй хунă. Икĕ кĕнеке авторĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнăранпа тăван Сăхăтпуç ялĕнче тĕпленнĕ.

Илемлĕ вырăнта вырнаçнă Сăхăтпуç ялĕ. Пĕчĕкех те, пысăках та мар вăл, йывăçлă ял. Юнашарах Сăхăтпуç вăрманĕ. Çурхи ĕçсене вĕçлесен асăннă вăрман уçланкине çуллен Акатуя пухăннă районти çĕр ĕçлекенсем. Чăваш Енри чи ватă ялсен йышне кĕртеççĕ ăна ăсчахсем. Ял варрипе юхса выртакан Нишер шывĕпе ял çумĕпе юхса иртекен Сăхăт шывĕ, кунти çăлкуçсем парнеленĕ хăйсен ырă вăй-хăватне темиçе ĕмĕр каялла хевтеленсе кайнă яла. Ял Каткейрен пуçланнă теççĕ, вăл, язычник, пуянсен пусмăрне тÿсеймесĕр, çынсăр вырăн шыраса, ку тăрăхри вăрмана пырса тухнă имĕш çемйипе. Каткей пуçарнăран, ялне те Каткеево теме пуçланă. Сăхăт шывĕ юнашар пулнăран, Сăхăтпуç теме те тытăннă. Вырăсла Нижарово ятпа çитнĕ хальхи кун-çула, ку вăл ял варрипе юхса выртакан Нишер çырми ячĕпе çыхăннă ахăртнех. Анчах Нишерпе Сăхăт шывĕсене те ĕлĕк-авал никам та мар, çынсемех ят панă ĕнтĕ.

Çакă паллă: 1858 çулта, сăмахран, Сăхăтпуçĕнчи 55 килхуçалăхра 461 çын пурăннă, 1924 çулта вара 189 килхуçалăхра 948 çын пулнă. Хальхи вăхăтра Сăхăтпуç ялĕнче 253 килхуçалăх шутланать, çав шутра ялан пурăнаканни — 145, вĕсенче 400 яхăн çын пурăнать. Пĕлтĕр ялта 1 ача, кăçал 2 çуралнă.

 

Ялăн ятне-сумне çĕкленĕ

Шкул уçăличчен Сăхăтпуç ялĕнче хутла пĕлекен çын сахал пулнă. Чăваш шкулĕсен инспекторĕ И.Я.Яковлев тăрăшнипе 1882 çулта ялта шкул уçăлнă. Малтан вăл уйрăм çын çуртĕн- че пулнă пулсан, 1930 çулта 7 çул вĕренмелли шкул, 1987 çулта икĕ хутлă шкул çурчĕ хута кайнă. Ял çамрăкĕ-сем вĕренме тăрăшнă. 1950 çул тĕлне акă ялти шкултан вĕренсе тухса тĕрлĕ професси илнĕ çынсем чылайăн пулнă. 5 çын академирен, 13 çын институтран тата 56 çын ятарлă вăтам вĕренÿ заведенийĕсенчен вĕренсе тухнă. Телее, вĕсен йышĕ паянхи кунчченех хушăнса пырать. Нумайăшĕ наукăра тата ытти сферăра пысăк çитĕнÿсем тунă. Техника наукисен докторĕ, ЧР энерготехника наукисен академийĕн членĕ В.С.Пряников профессор, техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ В.П.Желтов, М.П.Желтов (Сунтал), филологи наукисен кандидачĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.П.Тимаков, экономика наукисен кандидачĕ Н.С.Желтов, «вăтăр пинлисен» шучĕпе Сăхăтпуçĕн-чи «Красный Октябрь» колхоза ертсе пынă М.А.Медведев, «РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ И.О.Мусаков, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Л.В.Чернова журналист, хими наукисен кандидачĕ Н.В.Яковлев, ЧР тата Раççей Федерацийĕн транспорт отраслĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ С.А.Кириллов, РФ тава тивĕçлĕ экономисчĕ В.С.Родионов, техника наукисен кандидачĕ В.П.Степанов, Т.М.Максимов протоиерей, М.Г.Андреев (Мунча Мишши), Н.А.Тимофеев врач-хирург тата ыттисем те — вĕсем пурте тÿрĕ кăмăлпа нумай çул ĕçлесе пысăк çитĕнÿсем тунă.

1930 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче Сăхăтпуçĕнче «Красный Октябрь» колхоз йĕркеленнĕ. 1940 çулта ун çумне Çăлпуç выççăлккинчи «Пионер» колхоза та пĕрлештернĕ. «Красный Октябрь» колхоза М.П.Головин, каярахпа А.Ф.Егоров, А.Т.Алендеев ăнăçлă ертсе пынă. А.Алендеев «Хисеп Палли» орденпа медальсене тивĕçнĕ, икĕ хутчен ВДНХ участникĕ те пулнă. Сăхăтпуçсем Тушкилти «Шимкусский» совхозпа пĕрлешсен, Н.В.Моряков директор ертсе пынипе ĕçленĕ. Шăпах çав çулсенче — 1987 çулта Сăхăтпуçĕн- че совхоз вăйĕпе тума тытăннă икĕ хутлă çĕнĕ шкул çуртне хута янă. Колхозниксем хастар ĕçленĕ, тăван ял, колхоз аталанăвĕшĕн вăй хунă, çапла майпа хăйсен пурнăç условийĕсене те лайăхлатма тăрăшнă. Ĕçри хастарлăхшăн Нина Птицына сысна пăхакан «Хисеп Палли» ордена, медальсене, Вера Смирнова сурăх пăхакан «Ĕçлĕх Хĕрлĕ ялав» ордена тивĕçнĕ. Çак орденпах Анна Наумова пăру пăхакана тата хăмла ăстине, Николай Эльгеев механике те наградăланă. Сăмах майăн асăнсан, Анна Алексеевна иртнĕ эрнере 100 çул тултарчĕ. Район хаçачĕн страницисенче Сăхăтпуçĕнчи маттур дояркăсен, комбайнерсемпе водительсен, трактористсен, хăмлаçăсен ячĕсене курма пулнă. Анна Шусева хĕрарăм-трактористкăна хастар пулнăшăн хăйĕн ячĕпе кустăрмаллă çĕнĕ трактор уйăрса панă патшалăх. Трактористра, уй-хир бригадин бригадирĕнче, ферма заведующийĕнче вăй хунă Н.М.Михайлова Октябрьти Революци орденĕпе, медальсемпе чысланă. Иртнĕ ĕмĕрхи çитмĕлмĕш çулсен вĕçĕнче ферма заведующийĕнче, унтан тепĕр вунпĕр çул уй-хир бригадин бригадирĕнче тăрăшнă В.Г.Андреев та III степень Ĕç Мухтавĕн орденне, медальсене тивĕçлĕ пулнă. Зоя Максимова хăмлаçă Мускаври ВДНХран бронза медальпе таврăннă. Вăл вăхăтри ытти хăш-пĕр ĕçченсене те ятран-шывран асăнас килет: Аслă вăрçă участникне П.Г.Герасимов агронома, ĕмрипе лашасем пăхнă Михаил Романова, строительсен бригадирĕнче тăрăшнă Николай Терентьева, Николай Шусев тĕп бухгалтера, Нина Мешкова ветеринара тата ыттисене те. Паянхи ял пурнăçĕнче вĕсен тÿпи сулмаклă.

 

Халăх пуçарăвĕпе улшăнать

Ял пурнăçĕпе унăн сăн-сăпатне çĕнетсе улăштарма, ял çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатса пыма пуçарулăх бюджечĕн программи чылай ырă витĕм кÿрет. Вăл пулăшнипе юлашки çулсенче Мусаков, Киров, Гагарин, Николаев, Толстой урамĕсене вак чул сарса хытарнă. Хальхи вăхăтра çак майпах Чапаев урамне тикĕслесе типтерлеççĕ. Пуçару бюджечĕн меслечĕпе тунă ача-пăча площадки те вĕтĕр-шакăра куллен хăй патне пухать, савăнăç парнелет. Тĕрлĕ шайри бюджет укçи-тенкисĕр пуçне ял халăхĕ те укçа пуçтарса панă çак ырлăхшăн. Фельдшерпа акушер пункчĕ ял варринче вырнаçнă. Унта пырса çÿрекенсене сывлăх сыхлавĕнче нумайранпа тимлекен Ираида Андреева яланах ăшă кăмăлпа кĕтсе илет.

«Тăвай кооперативĕ» потребобщество хăйĕн лавккине юсаса çĕнетни те яла илĕртÿллĕрех тăвать.

Ял çыннисем те хăйсен çурт-йĕрĕсене чаплăрах та хăтлăрах лартаççĕ, ял сăн-сăпатне çĕнетеççĕ.

Шкул хупăннă-хупăнман, вăл вара «ялта ачасем сахал, малашлăхсăр» тесе хупăннă, унта ялти культура вучахĕ вырнаçнă. Юлашки çулсенче кунта юсав ĕçĕсем тăваççĕ, çуртăн çивиттине çĕнетнĕ, пĕрремĕш хутри чÿречесене улăштарнă, ăшăтмалли тата электросистемăсене çĕнĕрен йĕркеленĕ. Вĕсене вырăнти пуçару бюджечĕн меслечĕпе пурнăçлама май килнĕ. Халĕ вара иккĕмĕш хутри чÿречесене пластикли лартнă, çутă тытăмне улăштараççĕ. Шкул çуртĕнчех вырăнти музее çĕнĕрен чĕртсе яни те питĕ вырăнлă пулассăн туйăнать.

— Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, вăхăт улшăнусем, çĕнĕлĕхсем кĕртет, пурнăç малалла аталанать. Ку тĕлĕшпе эпир те хамăр енчен лайăхрах, интереслĕрех тума тăрăшатпăр ял пурнăçне,— терĕ ялти клуб администраторĕ Оксана Храмова. — Акă çулленех ял уявĕ ирттерсе хавхаланатпăр. Вăл ял çыннисемпе, тус-тăвансемпе тĕл пулма, çуралнă енпе çыхăну тытма, туслăха çирĕплетме, вырăнти ырă йăла-йĕркесене упраса хăварма пулăшать.

Ял уявне çынсем хаваспах пухăнни, ăна усăллă та кăсăклă ирттерсе яма кашниех пулăшма тăрăшни çинчен каласа парать Оксана Петровна. Ниме-субботниксене те çавăн пекех йышлăн хутшăнни çинчен каласа кăтартать. Халăхпах ялти кивĕ правлени çуртне сÿт-се типтерленĕ. Ялти çырма-çатрасене тасатнă кăçал. Клуб пахчипе территорине те типтерленĕ.

— Маттур пирĕн ял çыннисем, пĕр-пĕ- ринпе мĕн тумаллине килĕшетпĕр те вăхăтне палăртса ĕçе пуçăнатпăр,— савăнать вĕсемшĕн Оксана Храмова. Çапла майпа Пикенеç çăлĕ патĕнчи кÿлĕпе Кантăр кÿллине типтерленĕ, вĕсем патĕн- че икĕ беседка туса лартнă. Лайăх-и çынсемшĕн? Паллах, лайăх. Çимĕк умĕн масар çинче те пысăк ниме тунă.

Çавăн пек ырă тĕслĕхсене тата та илсе кăтартрĕ. Акă ял хастарĕ Сергей Николаевич Афанасьев çул тăвакансемпе килĕшсе автогрейдерпа масар çулне тикĕслеттернĕ. Масар картин хапхине те тимĕртен тунă.

— Ялшăн нумай тăрăшать вăл, пур субботнике те хутшăнать,— терĕ.

Оксана Петровна Лаврентий Иванович пирки те ырă калать, пĕр ниме-субботникрен те пăрăнса юлмасть, ял уявне, митингсене хутшăнать, сăмах калать. Кашни мероприятие тенĕ пекех ÿкерсе илет, вĕсене хутшăннисене сăн ÿкерчĕксемпе тивĕçтерет, журналсем йĕркелет, терĕ.

— Оксана Петровна хăй те ял хастарĕсенчен пĕри вăл. Ялти клубра çиччĕмĕш çул тăрăшать, халăхпа килĕш-терсе, пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пĕлет, ĕçшĕн хыпса çунакан çын. Хăй вăл юрлама-ташлама ăста, çынна та хавхалантарма пултарать. Конкурссене хутшăнать. Алĕç ăсти. Çулла Храмовсен пахчинчен куç илес килмест, тĕрлĕ чечексем куçа илĕртеççĕ. Килĕнче кайăк-кĕшĕк, кролик, ыттине усраççĕ,— пĕр-пĕр- не пÿлсех хапăл каласа кăтартаççĕ сăхăтпуçсем.

Çемье пуçĕ Сергей Валерьевич та ăста алăллă. Клубра ĕçлет, мăшăрне пулăшать, ялти мероприятисем унсăр иртмеççĕ.

Туслă мăшăрăн икĕ ывăл. Никита, асли, Канашри нефтегаз техникумне пĕтернĕ, халĕ менеджер пулса ĕçлет. Кĕçĕнни, Антон, Тушкилти вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ хыççăн, Хусанти патшалăх энергетика университетĕнче пĕлÿ пухать. Вăл вăтам шкулта вĕреннĕ чухне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулнă. Çавăн пек туслă çемье Храмовсен.

 

СВОрисене пулăшаççĕ

Пурнăçра чи хакли — Тăван çĕршыв, çемье, ачасемпе мăнуксем, самана лăпкă пулни. «Пĕтĕмпех фронт валли, пĕтĕмпех çĕнтерÿшĕн!» — çак чĕнÿ мĕнпур вăя тăшмана çапса аркатмашкăн мобилизацилеме май панă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пынă çулсенче. Пирĕн район çыннисем те çывăха илнĕ çав чĕнĕве, оборона фондне укçа хывнă. 1941 çултах Сăхăтпуçĕнчи «Красный Октябрь» колхоз Вăрмарти хатĕрлев пунктне 12 лав тырă тата 12 лав купăста леçсе панă. Сăхăтпуçсем танк колоннисем тума та укçа хывнă, 1943 çулхи апрельте сăхăтпуçсем нимĕçсенчен хăтарнă районсенче пурăнакансене пулăшса 244 пăт çĕрулми, пĕр ĕне, икĕ сурăх, пилĕк сысна янă. Хусан хÿтĕлев чиккине тума хастар хутшăннă. Аслă Отечественнăй вăрçа 243 çын тухса кайнă, вĕсенчен çурри кăна каялла таврăннă.

Халĕ те сăхăтпуçсем ятарлă çар операцийĕнчен айккинче тăмаççĕ, унта çапăçакансене пулăшассине хăйсен тивĕçĕ тесе шутлаççĕ. Хальхи вăхăтра СВОра Сăхăтпуç ялĕнчен пиллĕкĕн çапăçаççĕ. Шел те, Роман Петровпа Алексей Луканов паттăрла çапăçса пуçĕсене хунă.

Мĕнпе пулăшаççĕ-ха сăхăтпуçсем СВОрисене? Чи малтанах маскировка тетелĕсем çыхнипе. Çак питĕ кирлĕ ĕçе Галина Керимовна Яковлева (вăл пур енĕпе те хастар, терĕç), Ираида Николаевна Андреева, Ираида Васильевна Андреева, Надежда Александровна Андреева, Радмила Николаевна Трофимова, Наталия Степановна Яковлева, Светлана Ивановна Акимова, ял маттурĕ Галина Ивановна Черзорова, Альбина Николаевна Романова, Татьяна Ильинична Храброва, Людмила Валериановна Якку, Зоя Алексеевна Андреева явăçнă чун-чĕ- ре ыйтнипе. Пĕтĕм ĕçе Оксана Храмова йĕркелесе пырать.Унăн мăшăрĕ Сергей Валерьевич маскировка тетелĕ çыхмалли станоксем туса панă, пĕрле ĕçлет. Паян кунччен 60 ытла тетел çыхнине каларĕç. Çапла хÿтĕлеççĕ çĕршыва тата уншăн хĕрÿ вырăнсенче çапăçакансене, çĕнтерĕве çывхартаççĕ. Иртнĕ вăрçă çулĕсенче те хастар пулнă сăхăтпуçсем, халĕ те маххă памаççĕ.

Иван ГЛАДКОВ

Поделиться:
Распечатать