Тăван кил, тăван ял пирĕншĕн пуриншĕн те питĕ çывăх. Ял çыннисем тăван енĕн сăн-сăпатне улăштарма, инфраструктурăна çĕнетсе пыма, кирлĕ объектсене кун пама, ытти тĕллевсене вăй çитнĕ таран пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшаççĕ. Çакă пĕлтерĕшлĕ: юлашки çулсенче пурăнмалли çурт-йĕр, çулсем, социаллă объектсем тăвас тата юсас, ялсен инфраструктурине аталантарас ĕçсенче палăрмаллах улшăнусем пулса иртрĕç. Тăвай муниципалитет округĕнчи ялсенче те çĕнĕлĕхсем сулмаклăрах, курăмлăрах пулса пыраççĕ. Хăтлăрах условисенче пурăнма пуçларĕç çынсем.
«Эпир кил-çуртсем таврашне тирпей-илем кĕртмелли программăна пурнăçлама тытăнтăмăр ĕнтĕ. Тепĕр темиçе çул чăнласах унпа ĕçлеме тĕллев лартатпăр. Паян тунă ĕçсем пурсăмăра та савăнтараççĕ. Халăха хăй пурăнакан вырăнсенче ĕçлеме хăнăхтаратпăр. Пĕрле тунă ĕç паха. Çынсене хăрушсăрлăх тивĕçтертĕр, тавралăхра йĕрке хуçалантăр тесен, мĕнпур ĕçе комплекслă тума тăрăшмалла. Тавралăх çак кунсенче ырă енне улшăнассине пурсăмăр та ĕненетпĕр»,— тет Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Енĕш Нăрваш — Чăваш Енри пысăк ялсенчен пĕри.
Икĕ ял кĕрет территори уйрăмне. Енĕш Нăрвашра (1185 çын), Кушкăра (150) — пурĕ 1335 çын пурăнать. 667 килхуçалăх шутланать пысăк ялĕнче, пурăнман кил-çурт — 230, Кушкăра 134 çурт-йĕртен 40-шĕ — çынсăр.
Ялсен пурнăçне хăтлăлатассипе асăннă тăрăхра мал ĕмĕтпе ĕçлеççĕ çынсем.
«Культурăна аталантарасси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн 2022 çулта Енĕш Нăрвашри культура çуртне тĕпрен юсас ĕçсем пынă, пĕтĕмĕшле смета хакĕ 20568 пин тенкĕпе танлашнă.
«Сельмаш Строй» ОООпа ĕçсене пурнăçа кĕртме муниципаллă килĕшÿ тунă.
Тăвайри муниципалитет округĕ палăртнă объектăн иккĕмĕш тапхăрне 2023 çулта вĕçленĕ.
«Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» хисеплĕ ятпа чысланă Зоя Ивановна Васильевана юрра-ташша юратакан ял çыннисем питĕ хисеплеççĕ. Çĕнетнĕ культура çуртĕнче ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Михаил Павлович Федоров та вăй хума пуçланă. Ытти кадрсем те хăйсен тивĕçĕсене аван пурнăçлаççĕ.
Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ Иван Яковлев уçнă çуртра историпе асăну музейĕ вырнаçнă. Ольга Ильинична Меркурьева пурнăçланă унти ĕçсене малтан. Çурта темиçе çул каялла тĕпрен юсарĕç, картине те çĕнетрĕç. Халăх ятне панă музейре педагогика ĕçĕн ветеранĕ Владимир Васильевич Петров заведующире ĕçлеме пуçласан чылай çĕнĕлĕх пулнă. Халĕ музейре Милана Николаевна Васильева тăрăшать.
Патшалăх программисемпе усă курнипе Енĕш Нăрваш территори уйрăмĕн- че ытти тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланаççĕ. Çул-йĕр, шыв, çутă ыйтăвĕсем — халăхшăн чи пĕлтерĕшлисем.
Шыв — пурнăç çăлкуçĕ. Хуçалăхра тĕрлĕ çĕрте усă курма, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерме те кирлĕ вăл. Ялсен сăн-сăпачĕ улшăнса пыни укăлчаран кĕрсенех палăрать. Урамсем хытă сийлĕ çул-йĕр-пе йĕркеленеççĕ, обществăлла объектсен çĕнелнĕ фасачĕсем кăмăл-туйăма çĕклеççĕ, вылямалли лапамсенче каçченех ача-пăча сасси илтĕнет.
Ял территорийĕнче шкул, ача сачĕ, 8 магазин, культура çурчĕ, библиотека, музей, виçĕ хресчен-фермер хуçалăхĕ, почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ, перекет банкĕн филиалĕ, чиркÿ ĕçлеççĕ.
Юлашки çулсенче вырăнти пу-çарусене тĕпе хурса обществăлла инфраструктура аталанăвĕн 19 проектне ĕçе кĕртнĕ.
Ялта 20 контейнер лапамĕ тунă, видеосăнавăн 10 камерине выр-наçтарнă. Электроэнергие перекетлекен 50 хунар çакнă урамсенчи юпасем çине. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнса Кушкăра та палăк лартнă.
Енĕш Нăрвашри Московская тата Школьная урамсенче каçсерен çутатмалли электролини хывнă. Ача-пăча вылямалли лапамсем валли оборудованисем туяннă. Паварская тата Данилов ячĕллĕ урамсенчи çулсене вак чул сарса якатнă.
— 2021 çулта Енĕш Нăрвашра 25 кубла метр калăпăшлă шыв уçлакан башня лартнă. Кушкăри кивĕ башньăна çĕннипе улăштарнă. 2022 çулта 7 проект ĕçе кĕртнĕ. Культура çурчĕ валли газпа ĕçлекен кăмакасем туяннă, пĕвене тасатнă. Хумма Çеменĕ, Николаев ячĕллĕ урамсене, Зеленăй тăкăрлăка вак чул сарса хытарнă. Кушкăри Интернациональная, Енĕш Нăрвашри Мирная тата Сверчков ячĕллĕ урамсене йĕркене кĕртнĕ,— юлашки çулсенчи хăйсен ĕç-хĕл-не кĕскен палăртса хăварчĕç ял ĕçченĕсем.
2023 çулта та Енĕш Нăрваш тăрăхĕн- че 7 пуçару проектне пурнăçланă. Шкулта чÿрече анисене 87648 тенкĕлĕх çĕнетнĕ, шкулчченхи учреждени архитектурăн пĕчĕк формисене 505000 тенкĕлĕх тунă.
Западная урамра — 38000 тенкĕлĕх, Канашская — Речная ятлинче 570000 тенкĕлĕх, Николаев урамĕнче 788061 тенкĕлĕх вак чул сарнă, Нĕркей çăлкуçа 849254 тенкĕлĕх йĕркене кĕртнĕ. Шыв уçлакан башньăна 1761235 тенкĕлĕх юсанă, культура çуртне — 5849204,55 тенкĕлĕх. Лесная тата Спиридонов ячĕллĕ урамсенче те çĕнетÿ ĕçĕсем пулнă. 2024 çулта асăннă тăрăхра пилĕк проект пурнăçа кĕртнĕ.
Кăçал Енĕш Нăрвашра вунă проект пурнăçлама палăртнă. Шкул автобусĕ валли гаража çĕнетеççĕ. Мирная урамри обществăлла тараса та улшăну кĕтет. Ялти культура çуртĕнче Вера Кузьминична Кузьмина паллă артисткăна халалланă кĕтес вырнаçтарĕç. Комаров, Чапаев ячĕсемлĕ урамсенчи çулсене çĕнетеççĕ. Ялти масар çуртне туса пĕтереççĕ. Енĕш Нăрвашри Дальная, Чувашская, Максимов ячĕллĕ урамсенчи çулсене вĕтĕ чул сарса якатассине малалла тăсаççĕ. Çулсем çинчи шыв юххисене йĕркелемелле, шкул çурчĕн фасадне юсас ĕçсем пуçланĕç.
Кăçал Енĕш Нăрвашри территори уйрăмĕн ĕçĕсене Александр Германович Федоров йĕркелесе пыма пуçăннă. Чулхула академийĕн Шупашкарти филиалĕнче заочно майпа вĕреннĕ вăл. Çав хушăра 8 çул право службинче тăнă. Тăрмăш каччи унтан тăван района таврăннă, право йĕркине сыхлассине малалла тăснă. 28 çул иртнĕ унтанпа. Чеченри вĕри «точкăсенче» пулнă, награда та пур. Ертсе пыракан тĕрлĕ должноçри тивĕçĕсем çине яваплăхпа пăхнă. Пĕр кăлтăксăр службăшăн I-III степеньсемлĕ медальсемпе чысланă Александр Германовича. «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ят пур унăн. Юлашки çулсенче Шупашкарта шалти ĕçсен управленийĕнче вăй хунă. Унпа пĕрле Любовь Алексеевна Николаева тăрăшать халь ял территорийĕн уйрăмĕнче.
— «Манăн ял, манăн тăван кил» тĕллевĕмĕре тĕпе хурса пирĕн те Енĕш Нăрваш ял тăрăхне илем кÿ-рес тесе вăй хурса ĕçлемелле,— тет ертÿçĕ хăйĕн тивĕçĕсене тимлесе тытăннă май.
Иртнĕ çулсенче «Дортехпроект» ООО тунă смета докуменчĕсем тăрăх Енĕш Нăрвашри Токсин ячĕллĕ урамра çĕнĕ кĕпер хывнă. Яла икĕ пая пайланă кĕпере çĕнетнĕ хыççăн енĕшнăрвашсен тепĕр проблемине татса пама пулăшнă «Хăрушсăрлăхлă паха çулсем» наци проекчĕ çапла.
«Енĕш Нăрваш халăхĕ тăван тăрăха илем кĕртес ĕçе хастар хутшăнать. Асăннă ял хăйĕн ĕлккенлĕхĕпе палăрать. Эпир ăна пурте пĕрле тата хитререх тăвăпăр»,— хăйĕн шухăшне пĕтĕмлетет территори уйрăмĕн начальникĕ Александр Федоров.
Ял пурнăçĕ çăмăл мар. Пысăкрах проблемăсене вара халăх шухăш-кăмăлне шута илсе пурнăçлаççĕ. Ĕçсен ăнăçлăхĕ, паллах, халăхпа, депутатсемпе, активистсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пĕлнинчен нумай килет. Яла çамрăклатассипе унăн хутлăхне хăтлăрах, илемлĕрех, тирпейлĕрех тăвассине тĕп тимлĕхе хума тĕв тăвать хăйĕн ĕçĕнче Александр Германович.
Тĕрлĕ проектсем хатĕрлесе республика шайĕнчи конкурссем витĕр те ăнăçлă тухаççĕ Енĕш Нăрваш ялĕнче пурăнакансем.
Ырă тĕслĕхсене татах та илсе кăтартма пулать. Пурте вĕсем ку тăрăхра маттур та харсăр çынсем пурăннипе, ял аталанăвĕшĕн, çамрăксен пуласлăхĕшĕн тăрăшнипе пулса пыраççĕ.
Акă, акатуй енĕшнăрвашсемшĕн те чăннипех те пысăк уяв пулнă. Тĕрлĕ площадкăра спорт ăмăртăвĕсемпе киленнĕ округри акатуя килнисем.
Спартакиадăра енĕшнăрвашсем иккĕмĕш вырăна тухнă.