1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
15 июля 2025 г. 9:24

Эпир сывă пурнăçа суйлатпăр!

 

 

«Аль» спорт шкулĕн лапамĕнче Пĕтĕм тĕнчери наркоманипе кĕрешмелли куна халалласа муниципалитет округĕнчи çамрăксен çуллахи спартакиади иртнĕ.

Унăн тĕллевĕ — спортпа хастар пурнăç йĕрки сывлăхпа телейшĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартасси. Ăмăртăва Тăрмăшпа Тăвай территори уйрăмĕсен, Çĕнĕ Пуянкасси, Элпуç шкулĕсен, Тăвай больницин тата округри çамрăксен правительствин — пурĕ 6 команда хутшăннă.

Спартакиада программинче тĕрлĕ тупăшу пулнă: граната ывăтасси, вĕрен туртасси, эстафета, вăй гимнастики, волейболла вылясси.

Хĕрÿ кĕрешÿре Тăвай территорийĕнчи спортсменсем пуринчен вăйли пулнине кăтартса панă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Тăрмăш территори уйрăмĕпе Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕн командисем.

 

Поделиться:
Распечатать