1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
15 июля 2025 г. 9:13

Хăйсен тÿпине хываççĕ

 

Пĕтĕм тĕнчери коопераци тытăмне «Тăвай кооперативĕ» потребитель пĕрлешĕвĕн ĕçченĕсем те хăйсен сумлă тÿпине хываççĕ. 25 лавкка тивĕçтерет округри ялсенчи халăха. Чылай ялта альтернативлă суту-илÿ точкисем пулсан та, кооператив лавккисене халăх шанать, вĕсене çынсем кĕрсех тăраççĕ, нумай чухне тулли кăмăлпа тухаççĕ, паха таваршăн тав тăваççĕ. Çуккине те, заказ парсан, унпа кĕске хушăрах тивĕçтерессе пĕлеççĕ.

— Кăçалхи ултă уйăхра та «Тăвай кооперативĕн» вак суту-илÿ çаврăнăшĕн тÿпи 133 миллион тенкĕпе танлашрĕ, ÿсĕм иртнĕ çулхи ку тапхăртинчен 6,8 процент пулчĕ,— паллаштарчĕ хăш-пĕр цифрăсемпе правлени председателĕ Лилия Васильевна Михайлова.

Кооператив пĕрлешĕвĕн куллен кирлĕ таварсемпе суту-илÿ тăвакан Тăвайри лавккисен алăкĕсем кун каçа самантлăха та хупă тăмаççĕ. Тĕпрен илсен, çиччĕрен саккăрччен ĕçлеççĕ вĕсем. Халăх хăнăхнă, кăмăлласах çÿрет вĕсене. Лилия Васильевна Тăвайри куллен кирлĕ таварсемпе сутă тăвакан пĕрремĕш, иккĕмĕш номерлĕ лавккасем (заведующийĕсем Алена Ларионова, Юлия Лобурева), Çĕнĕ Пуянкассинчи (заведующийĕ Ирина Журавлева), Чутейри (Надежда Алексеева), Тенеялĕнчи (Эльвира Ахтямова), Чÿкçырминчи (Инна Гаврилова), Енĕш Нăрвашри (Людмила Васильева) тата çавăн пекех Йăнтăрчăри, Тĕмерти, Çăлпуçĕнчи, Вăтаялĕнчи, Кармалти, Тушкилти лавккасем халăха туллин тивĕçтерме тăрăшнине асăнчĕ.

Кооператив пĕрлешĕвĕн лавккисем урлă халĕ пур тĕрлĕ тавара та тупса туянма пулнине палăртаççĕ çынсем. Ку чухнехи строительство материалĕсем таранах. Çакăнсăр пуçне вĕсенче вырăнта хатĕр- ленĕ апат-çимĕç те чылай. Хăшĕ-пĕри ятарласах вĕсене туянма васкать. Пытармастăп, хам та Тăвайри çăкăр завочĕ (директорĕ тата шăпах пирĕн ялта çуралса ÿснĕ Татьяна Витальевна Обаськина) кăларса хатĕрленĕ çăкăр-булкăпа сушкăна, кондитер çимĕçĕсемпе кукăль-макăльне кăмăлласах туянатăп. Вĕсене Тăвай центрĕн- чи лавккасене кăна мар, ялтисене тивĕçтермелĕх те кăлараççĕ. Çакă та лайăх: вĕсене малтанхи пахалăхĕпех çитерме тăрăшаççĕ ялсенче пурăнакансем патне. Уншăн — уйрăм тав сăмахĕ.

Хатĕрлев кантурĕ те хăйĕн ĕçне-хĕлне халăхпа тачă çыхăнса йĕркелет çуллен. Екатерина Михайловна Антонова хатĕрлевçĕ нумайранпа ăнăçлă ĕçлет ку енĕпе. Кооператив халăхран тивĕçлĕ хакпа макулатура, аш-какай, тĕрлĕ чĕртавар, çĕрулми, пахчаçимĕç, тырă çуллен сахал мар туянать, продукци туса илекенсемшĕн питĕ меллĕ ку. Кооператив хăйсене кайăк-кĕшĕкпе тивĕçтернишĕн те питĕ кăмăллă ял çыннисем. Кăçал та 10000 пуçа яхăн илсе килсе сутнă лавккасем урлă — вĕсем çăмарта тумалли çамрăк чăхсем те, бройлер чĕпписем те, пăртак çитĕнтернĕ кăвакалпа хур чĕпписем те. Ялах çитерсе панине мĕнле кăмăлламăн. Тепри-тепри икшер хутчен те туяннă. Çакăн пек тăрăшнăшăн тав тумасăр мĕнле пултăр!

Çынсен кулленхи ыйтăвĕ-сене туллин тивĕçтерме тимленисĕр пуçне «Тăвай кооперативĕ» потребитель пĕрлешĕвĕ пулăшу ĕçĕсен пахалăхне çĕнетсе пымалли майсене те сарса пыма тăрăшать. Сăмахран, халăхра «Ял ĕçченĕ» хаçата сарас тĕлĕшпе пысăк ĕç тăвать, хăйĕн лавккисем урлă çуллен çĕр-çĕр экземпляр хаçат çитерет ял çыннисем патне, çынсем хаçат вуласа округ пурнăçне тĕплĕн-рех пĕлсе тăччĕр, экономикăна вăйлатма, ялсене хăтлăх кÿ-ме ытларах тÿпе хывччăр тесе пулăшать. Çав вăхăтрах çине тăрса татса памалли ыйтусем те çук мар. Хăйĕн строительствине инвестицисем хывать-ха кооператив. Суту-илÿ çурчĕ- сем, складсем пысăк та хăтлă халь, лавккасем тавартан чухăн мар. Çав хушăрах хăш-пĕр ялсенчи, сăмахран, Кивĕ Пуянкассинчи, Çĕнĕ Ишпуçĕн-чи, Лачкассинчи лавккасене, Тăвай ялĕнчи кафесене сутуçăсем, поварсем кирлĕ. Анчах ял çыннисем таварсăр юлмĕç тесе шантараççĕ, çитменлĕхсене пĕлеççĕ, вĕсене пĕтерсе пырĕç.

Тĕп пуянлăх, паллах, кадрсем — специалистсем, сутуçăсем, поварсем, çăкăр-булка пĕçерекенсемпе кондитерсем, хатĕрлевçĕсем, водительсем, ыттисем. Вĕсем кооператив пĕрлешĕвĕ аталансах пытăр, халăх хăйсен ĕçĕпе кăмăллă пултăр тесе куллен тата çуллен сахал мар вăй хураççĕ. Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунĕпе сире!

Иван ГЛАДКОВ

Поделиться:
Распечатать