1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
15 июля 2025 г. 9:41

Хастаррисене — наградăсем

 

«Тăвай кооперативĕ» потребобщество коллективне професси уявĕпе муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов саламланă. «Потребительсен кооперацийĕ Тăвайсен экономикăпа социаллă пурнăç ыйтăвĕсене татса парас тĕлĕшпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тĕп партнерĕсенчен пĕри пулнă, халĕ те çаплах. Тăвайри кооператорсене профессири ăсталăхĕшĕн, тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тав тăватăп, палăртнă тĕллевсене пурнăçлама ăнăçу сунатăп»,— тенĕ вăл.

Олег Анатольевич Çăлпуçĕнчи куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерекен магазин сутуçине Галина Порфирьевна Александрована, потребобщество бухгалтерне Людмила Филипповна Михайлована муниципалитет округĕн администрацийĕн Хисеп грамотипе, «Тăвай çăкăрĕ» ООО механикне Андрей Петрович Староселеца округ администрацийĕн Тав хучĕ- пе чысланă (сăн ÿкерчĕкре).

«Тăвай кооперативĕ» потребобщество Канашĕн председателĕ Роза Николаева Чăвашпотребсоюз ертÿçин салам сăмахĕ-сене çитернĕ, кооператорсене ырлăх-сывлăх, ĕçре ăнăçусем, телей суннă. Нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Надежда Сергеевна Павлова кладовщике «Потребительсен кооперацийĕн ветеранĕ» хисеплĕ ят панă. «Тăвай çăкăрĕ» обществăн тĕп бухгалтерне Ирина Николаевна Матросована Чăвашпотребсоюзăн Хисеп грамотипе, потребобщество водительне Юрий Николаевич Никифорова тата «Тăвайри обществăлла апатлану» общество буфетчицине Ирина Петровна Большована Чăвашпотребсоюзăн Тав хучĕпе хавхалантарнă.

Андриян Николаевич Лашманов тĕп инженера Чăвашпотребсоюзăн Хисеп хăми çине кĕртнĕ.

Уявра Ираида Ильинична Петрова çăкăр пĕçерекене, Луиза Васильевна Данилова (Çĕнĕ Пуянкасси), Юлия Ивановна Лобурева (Тăвай) сутуçăсене «Тăвай кооперативĕ» потребобщество канашĕн, «Тăвай çăкăрĕ» обществăри производство начальникне Алина Владимировна Алексеевана çак ĕç тытăмĕн профсоюзăн Хисеп грамотисемпе наградăланă.

«Тăвай кооперативĕ» потребобщество предприятийĕсем хушшинчи экономика ăмăртăвĕнче Енĕш Нăрвашри 1-мĕш магазин (1-мĕш вырăн), Улянкăри (2-мĕш вырăн), Чутейри магзинсем çĕнтернĕ (3-мĕш вырăн).

Çăкăр-булка тата шушкă изделийĕ-сен калăпăшне ÿстерсе пынăшăн Светлана Николаевна Ильина тата Рената Юрьевна Никифорова бригадисене чысланă.

Поделиться:
Распечатать