Николай Афанасьев ячĕллĕ Тĕмерти шкулта ачасен çуллахи канăвне «Солнечные лучики» тата «Экокрай» лагерьсенче йĕркелерĕç.
40 ача канса вăй пухрĕ лагерьте. Режима пăхăнса куллен ирхи зарядка, тĕрлĕ мероприятисем хатĕрлерĕç В.Н.Чумышева, Е.И.Романова, Т.Г.Яковлева тата В.И.Суч-кова воспитательсем. М.Рош-това тата Н.Воробьева поварсем ирхи тата кăнтăрлахи вĕри апатсемпе сăйларĕç. Спорт вăййисемпе ăмăртусене Б.А.Емельянов йĕркелесе тата хавхалантарса пычĕ. Кашни эрнере бассейна шыва кĕме çÿрерĕç, Тăвайĕн- че иртнĕ спартакиада вăййисене хутшăнса аван çитĕнÿ-сем кăтартрĕç вĕренекенсем. Шкул умĕнчи клумбăсене тирпейлесех тăма тăрăшрĕç ачасемпе воспитательсем. Çуллахи каникулта шыв хĕрринче инкек ан пултăр тесен мĕнле тытмалли, пушар хăрушсăрлăхĕ, çул çинче асăрхануллă пулмалли çинчен темиçе хутчен те калаçнă.
Мĕнле кăна интереслĕ ĕç-хĕл иртмерĕ пулĕ çĕртме уйăхĕнчи 3 эрне хушшинче. Республика кунĕ умĕн Шупашкара экскурсие кайса «Лакрей вăрманĕ» паркра канни те асрах-ха. Тĕрлĕ аттракционсемпе ярăнса кăмăлĕсене хăпартрĕç канакансем. Çывăхри ялсене шкул автобусĕ- пе çитсе палăксем умне чечексем хучĕç. Чутей, Ишпуç, Амалăх тата Мучар ялĕсенче çуралса ÿснĕ паллă çынсем çинчен ытларах пĕлме май пачĕç çакăн пек çулçÿревсем.
Акă, Мучар ялĕ Совет Союзĕн Геройне Петр Бухтулова çитĕнтернĕ. Çĕнĕишпуçсем Шупашкарти çăкăр завочĕн директорĕпе Елена Бадаевапа тивĕçлипе мухтанаççĕ. Тĕнчипех пĕлеççĕ Чутей ялĕн хисеплĕ гражданинне, Чăваш АССР тата РФ искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченне Морис Яклашкин дирижера. Амалăх ялĕнчи Петр Федоров композитор, хор дирижерĕ, педагог пулнă.
Чутей ялĕнчи чиркÿре пулса Леонид аттепе тĕл пулчĕç. Чиркÿ чанĕ юрланине итлерĕç тата сиплĕ шыва тутанса пăхрĕç.
Сисĕнмесĕрех вĕçленчĕ лагерьти 21 кун. Шкул автобусĕпе куллен лагере илсе çÿренĕ В.И.Феклин водителе, лагерьте канма кирлĕ условисем туса панăшăн округ администрацине чунтанах тав тăваççĕ шкул ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ.
Çапла, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕ- сем» социаллă проекчĕ ачасен канăвне маларах палăртса вăхăта усăллă ирттерме, тăван тăрăхра нумай çĕннине пĕлме, республикăпа паллашма майсем уçрĕ.