1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
15 июля 2025 г. 9:25

Кирлĕ пулĕ

 

Чĕре ыратнă чухне кавăн тĕшши (6—10) çисен чĕре лăпланать.

Пăшăрханнипе чĕре питĕ хытă тапсан çывăрмалли пÿлĕме валериан тымарне лутăркаса хума сĕнеççĕ, кунашкал унăн шăрши вăйлăрах тухать.

Пуç ыратсан матрÿшке (душица) чикнĕ минтер çинче çывăрмалла. Çавăн пекех çав курăк чейне ĕçмелле.

Арçынсен матрÿшке курăкĕ, пĕтнĕк (мята), сар çип ути (зверобой) чейĕ-сене ытлашши ĕçмелле мар — вĕсем ар пултарулăхне чакараççĕ.

Хурăн сĕткенĕ веществосен çаврăнăшне, пÿрене, шăк хăмпине тата организма пĕтĕмĕшле лайăх витĕм кÿрет.

Пÿре тата шăк çулĕсем чирлесен сезон тăршшĕпех хурăн çырли (земляника) тата арбуз çиме тăрăшмалла.

Поделиться:
Распечатать