Округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов, Канаш хула тата Тăвайпа Канаш районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов çĕршыв хÿтĕлевçисен, паттăр салтаксен — Тăвайри Алексей Хайдуковпа Енĕш Нăрвашри Олег Ахметовăн «Паттăрлăх» орденĕсене вилнĕ хыççăн çывăх çыннисене панă.
Алексей Хайдуков ачаран çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ. Çар служби хыççăн Шупашкарта ОМОНра службăра тăнă. Чечен вăрçи витĕр тухнă. РФ оборона Министерствипе контракт çырнă, ятарлă çар операцийĕнче мотострелоксен уйрăмĕнчи гранатометчик çар заданине пурнăçланă чухне пуçне хунă. Ашшĕн çар награди ывăлĕн Максим Хайдуков лейтенантăн аллинче. Вăл Санкт-Петербургри çар академийĕнче вĕреннĕ хыççăн çар тивĕçне Волгоградра пурнăçлать. Паттăр салтакăн амăшĕпе Галина Ильиничнапа мăшăрĕ Ирина Владимировна пулнă награда панă вăхăтра.
Олег Ахметов та контракт çырса Украинăри çар операцине çĕршыва хÿтĕлеме тăнă. Вăл ял хуçалăхĕнче тăрăшнă, республика тулашĕнче стройка ĕçĕсене хутшăннă. Ашшĕн вилнĕ хыççăн панă «Паттăрлăх» орденне хĕрĕ Юлия Олеговна илнĕ май, çывăх çыннăн паттăрлăхĕ мирлĕ ĕçсем тума хавхалантарнине пĕлтернĕ.
Паттăрсен ячĕсем пирĕн асăмăрта упранĕç.
Раиса ШУМОВА