Сентябрĕн 14-мĕшĕнче пирĕн регионта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ иртет.
Чăваш Республикинчи парламент партийĕсем регион пуçлăхне суйлама кандидатсем тăратас ĕçе вĕçленĕ.Суйлава хутшăнма 5 кандидат сĕннĕ.
«Единая Россия», КПРФ, «Справедливая Россия» партисем паян ĕçлекен Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Николаева ырлани çинчен пĕлтернĕ. Вăл суйлава хутшăнма хăйне хăй кандидата тăратнă.
ЛДПР хăйĕн 64-мĕш конференцийĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне Константин Степанова кандидата сĕннĕ.
«Партия пенсионеров» партин регион уйрăмĕн ертÿçине Владимир Ильина кандидата тăратнă.
«Новые люди» парти «Мариинско-Посадский маслозавод» генеральнăй директорне Максим Морозова кандидата тăратнă.
«Зеленые» парти регион уйрăмĕн председательне Владимир Савинова кандидата сĕннĕ.