1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
15 июля 2025 г. 9:39

Пирĕн округран та пур

 

Кăçал республикăри 12 çемье ялта пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăх пулăшăвĕпе усă курать.

Ял хуçалăх министерстви «Ял территорийĕсене комп-лекслă майпа аталантарасси» программăпа ялсенчи пурăнмалли условисене лайăхлатмалли мероприятисем валли укçа уйăрассине вĕçленĕ. 12 çемье валли çурт тума е туянма пулăшса 35 миллиона яхăн тенкĕ уйăрнă. Патшалăх пулăшăвне Канаш, Патăрьел, Вăрнар, Комсомольски, Йĕпреç, Муркаш, Вăрмар, Шупашкар, Шăмăршă, Етĕрне, Елчĕк, Тăвай округĕсенчи çемьесем тивĕçнĕ.

Поделиться:
Распечатать