«Ял-урамсен хăтлăхне ÿстерме Тăвай тăрăхĕнче пуçару мелĕ- пе анлăн усă кураççĕ. Тĕмер ял территори уйрăмнех илер, кăçал 12 проекта ĕçе кĕртме планланă, 4-шне вĕçленĕ,— каласа парать Геннадий Иванов ертÿçĕ. Пурнăçланисен шутĕн- че — Тĕмер ялĕнчи Николаев урамĕнчи электричество тытăмне çĕнетнĕ; ялти культура çуртĕнче пушар сигнализацине улăштарнă; халăх ыйтнипе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене асăнса лартнă палăк таврашне хăтлăх кĕртнĕ. Вăтаялĕнче кÿлĕ тасатса пĕтереççĕ, çак ялтах Асăну палăкĕ тăвас ĕçсем пыраççĕ.
Çавăн пекех пу-çарулăх бюджечĕн программин ырă ĕçĕн шайĕнче Олег Кошевой урамĕнчи ăшăхланса кайнă кÿлле тасатнине кĕртмелле. Пуçаруллă та хастар çынсем çак ыйтăва граждансен пухăвĕн-че çĕкленĕ иртнĕ çул. Проект хакĕ 216300 тенкĕпе танлашнă. Республика бюджетĕн-чен 172,99901 тенкĕ уйăрнă. Вырăнти бюджетран — 21553,74, ял çыннисенчен 21747 тенкĕ пухнă. Кăçалхи март уйăхĕнче ĕçсем пуçланнă. «Çур ял та хутшăнчĕ пулĕ тирпей-илем ĕçĕсене»,— тенĕччĕ çак пысăках мар урамра пурăнакан Вера Козлова врач.
Кÿлĕ таврашĕнчи ватăлса тÿннĕ йывăçсене касса тирпейленĕ. Тĕрлĕ ăпăр-тапăра турттарса тухма харпăр хăй техникипе чылайăн хутшăннă. Подрядчикпе, А.Ю.Илларионова предпринимательпе, пĕр чĕлхе тупни ĕçе хăвăрт та пахалăхлă вĕçлеме май панă.
— Чăнах та ушкăнпа çапла кар! тăрса тăрăшни хавхалантарса тăчĕ, пĕрлĕхре вăй пулнине кăтартса пачĕ ниме. Çак вырăна татах та илемлĕрех тăвас шухăша вăйлатрĕ,— терĕç нимене хутшăннă арçынсем. — Пĕрне ырласа, тепĕрне хурлама кирлĕ мар, пурте пĕтĕм вăй-халне пачĕç çак вырăна тирпей-илем кÿме.
Çимĕке яла килсен ăшăх та лачакаллă кÿлĕ вырăнĕн-че тăп-тăрă шыв чÿхенсе тăни кăмăла çĕклерĕ. Пулă та янă иккен унта тасатнă хыççăн. Пурăна киле кану вырăнĕ те пулса кайĕ. Саксем вырнаçтарма шухăшлаççĕ иккен. Тата тепĕр ыйту та канăç памасть кунта пурăнакансене. Кÿлле юхса кĕрекен çăла тасатас ыйтăва та çĕклесшĕн ял пухăвĕнче. Пĕр шухăшлă пулса ĕçлени — малашлăхшăн çирĕп никĕс. Çапла ырă ĕçсене çул панипе хамăр пурăнакан вырăн хăтлăхне лайăхлатса пыма май килет те ĕнтĕ.