Тăвайри «Россельхозбанк» çурчĕ умĕнче ăнсăртран тенĕ пек Енĕш Нăрвашра пурăнакан Василий Петрович Кузьмина тĕл пултăм. Юрист вăл, хăй вăхăтĕн- че следовательте, Тăвай районĕн халăх судйинче, унтан прокуратурăра, хăйсен колхозĕнче ĕçлерĕ. Вăл сăн-питрен унчченхи пекех аван курăннипе кăмăллă юлтăм. Алă тытрăмăр пĕр-пĕрне.
— Салам, Иван Иванович!— терĕ пырса çитичченех. — Эсир çырнисене, сирĕн статйăрсене вуласах тăратăп.
«Ял ĕçченне» пĕрре те çырăнмасăр юлмаççĕ иккен вĕсем.
— Райпо лавкки урлă илсе тăратăр-и? — кăсăклантăм эпĕ.
— Çук, почта урлах çырăнса илетпĕр. Ун пек хаçата килех çитерсе параççĕ. «Ял ĕçченĕсĕр» пуçне, «Аргументы и факты» хаçат та, ыттине те илсе тăратпăр — пурĕ тăват-пилĕк издани. Ачасем те, хуларан килсен-тусан, пирваях район хаçатне алла илеççĕ. Вырăнти хыпарсем яланах çывăхрах ĕнтĕ, кăсăклăрах та,— терĕ Василий Петрович. Ачисем тенĕ-рен, вĕсем Кузьминсен пиллĕкĕн. Вăталăх ывăлĕ Александр Васильевич вара ашшĕ çулĕпе кайнă, пурнăçра юрист профессине суйласа илнĕ, Ыттисем те аслă пĕлÿллĕ, харпăр хăй кăмăллакан профессисене алла илнĕ. Тăваттăшĕ çемье те çавăрнă.
Василий Петровичăн мăшăрне те — Роза Викторовнана — лайăх пĕлетĕп. Вăл чылай хушă «Красная Чувашия» колхозра зоотехникре, кайран Енĕш Нăрваш ял поселенийĕн пуçлăхĕнче ĕçлерĕ. Халĕ Василий Петрович пекех тивĕçлĕ канура, хуçалăх тытаççĕ.