Çын пурнăçĕнче хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Апла пулин те, статистика пурăнмалли секторта пушарсем çав-çавах нумай пулнине, вут-çулăмра çынсем те вилнине çирĕплетсе парать.
Çак инкексем ан пулччăр тесе округ администрацийĕн пай начальникĕ Алексей Федоров, Чутей территори пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Валентина Куприянова тата Тăвай округĕнчи ОНД тата ПР начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Артемий Васильев Чутей ял халăхĕпе тĕл пулса пурăнмалли секторта пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнас ыйтупа профилактика калаçăвĕсем ирттернĕ, пушарпа çăлав службин телефон номерне — 101 — аса илтернĕ, вут-çулăма сÿнтермелли хатĕрсемпе мĕнле усă курмаллине каласа ăнлантарнă, пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене пăхăнмалли памяткăсем панă.