1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
15 июля 2025 г. 9:11

Пĕр ĕмĕре çитни — пĕлтерĕшлĕ пулăм

 

Анна Алексеевна Наумовапа Мария Алексеевна Казанцева — йĕкĕреш хĕрсем 1925 çулхи июлĕн 2-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Кĕтеснер ялĕнче çуралса ÿснĕ.

Вăрçă хыççăн Анна Алексеевна Сăхăтпуçне Владимир Наумова качча килнĕ. Вĕсем 7 ача — виçĕ хĕр те тăватă ывăл — çуратса ÿстернĕ. Анна аппа халĕ Елизавета хĕрĕн çемйипе пĕрле пурăнать.

Пĕр кунтах унпа пĕртăван Мария Алексеевна та 100 çул тултарчĕ. Мария аппа хĕрĕн, Сăхăтпуç кинĕн, çемйипе пурăнать.

Вĕсен ачалăхĕ çăмăл пулман, çамрăклах политика репрессийĕсенчен сăлтавсăр шар курнă ашшĕ хÿттисĕр тăрса юлнă. Мĕн пĕчĕкрен аллисенчен ĕç кайман, çамрăклах ял хуçалăх ĕçĕнче вăй хунă.

Анна Алексеевна 1941 çулта бригадирсен 4 уйăхлăх курсне пĕтернĕ. 1941 çултан пуçласа 1946 çулччен Иваново облаçĕн-че сивĕ шурлăхсенче нумай торф кăларнă, сывлăхне хавшатнă. «Ĕç условийĕсем япăхчĕ, таса марччĕ, йывăрччĕ. Çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннеччен, ир тăрса тĕттĕмлениччен, çыпăçакан сивĕ шĕвекре ĕçлеттĕмĕр. Ĕç хатĕрĕсенчен — кĕреçепе тачкăсемччĕ. Пире 700-шер грамм ыраш çăкăрĕ паратчĕç»,— аса илсе каласа парать Анна аппа мăнукĕсене. Çапла çамрăклах мĕн чухлĕ йывăрлăх тÿсмен-ши вăл?! Ун чухнех туптаннă унăн çирĕп кăмăлĕпе çине тăраслăхĕ. Качча тухсан хăйĕн пĕтĕм пурнăçне Сăхăтпуç ялĕпе çыхăнтарнă.

Колхозра малтанлăха чăх-чĕп, кайран пăру пăхакан пулса нумай çул ĕçленĕ. 1972 çулта Анна Алексеевнана районти «Хисеп кĕнекине» кĕртнĕ, «Хисеплĕ колхозник» ят панă.

Пенси вăхăчĕ çитсен те 1976—1982 çулсенче уй-хир бригадин бригадирĕнче тăрăшнă вăл. Ударлă ĕçшĕн Ĕçлĕх Хĕрлĕ ялав орденне, Тăван çĕршывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă Аттелĕх вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн, В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă медале, Хисеплĕ паллăсене, Дипломсемпе Тав çырăвĕсене тата ытти наградăсене тивĕçнĕ. Икĕ хутчен ял канашĕн депутатне суйланă ăна. Нумаях пулмасть Анна Наумована Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейĕ ячĕпе кăларнă медаль парса чысланă.

Инкекĕ-синкекĕ те çителĕклех пулнă ветеранăн пурнăçĕнче. Шел, упăшкипе ывăлĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Апла пулин те хастар Анна аппа çирĕппĕн малалла ăнтăлнă, кăмăл-сипетне упранă, çавăнпах та пуль ăс-хакăлĕ паян та çирĕп.

Ĕçченлĕхĕпе кăна мар, сăпайлăхĕпе, кăмăл пуянлăхĕпе, ăшпиллĕхĕпе, йывăрлăхра пулăшма хатĕррипе те палăрса тăрать. Мал ĕмĕтлĕ, пуçаруллă, общество ĕçĕнче те харсăр хĕрарăм хăй вăхăтĕнче хăйĕн илемлĕ те уçă сассипе ĕлĕкхи чăваш юррисене çынсем патне çитерсе мĕн чухлĕ савăнтармарĕ-ши? Паянхи кун та астăваççĕ пулĕ унăн салтак юррисене.

Сăхăтпуç шкулĕнче те яланах кĕтнĕ хăна пулнă сумлă тыл ĕçченĕ. Ăна тăтăшах тĕлпулăва чĕннĕ. Вăл çамрăк ăрăва ĕçпе тата патриотизмла, халăх йăли-йĕр-кине упраса хăварас енĕпе воспитани парас ĕçре пысăк тÿпе хывнине палăртма кăмăллă.

Анна Алексеевна кĕнекепе, хаçат-журналпа яланах туслă пулнă. Халĕ те «Ял ĕçченĕ» хаçата куçлăхсăрах вулама тăрăшать. «Савăк кăмăлпа пĕр ĕмĕре çитнине кĕтсе илсе ял историйĕн страницине ырă самантпа пуянлатрĕ пирĕн Анна аппа»,— теççĕ ял çыннисем кăмăлтан.

Людмила Валерианова

Поделиться:
Распечатать