1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
15 июля 2025 г. 9:10

РЕСПУБЛИКА, ОКРУГ

• Иртнĕ эрне вĕçĕнче Шупашкарти экономика форумĕ уçăлнă. Ку вăл шучĕ-пе 15-мĕш форум. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннипе «Раççей регионĕсен тулашри экономика çыхăнăвĕ-сен трансформацийĕ: çĕнĕ горизонтсем» темăпа çавра сĕтел иртнĕ.

• РФ Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Енре пурăнакан нумай ачаллă Надежда Цветкована «Вилĕмрен çăлнăшăн» медальпе наградăлама йышăну тунă. Вăл икĕ çынна Атăлта путса вилесрен çăлнă. Медале паттăр хĕрарăма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев панă.

• Чăваш Енри росгвардеецсем ятарлă çар операцийĕ валли 12 сунар пăшалĕ тата 1,5 пин патрон панă. Тăшман дронсене çÿллех мар вырăнсенчен ярать иккен. Вĕсене тĕп тума яка кĕпçеллĕ пăшалсем пулăшаççĕ. Сăмах май, кунашкал пулăшупа маларах та тивĕçтернĕ: çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енрен фронта 200 ытла сунар пăшалĕ тата 4 пин патрон ăсатнă.

• Виçĕмçул «Ял ĕçченĕ» хаçатра пĕр страница, кăçал вара «Хыпар» хаçатăн 46-мĕш номерĕнче» «Кузнецовсен пахчи савăнтарать» ятпа Александр Валерьяновичпа Надежда Михайловна Кузнецовсем вунпĕрмĕш çул ĕнтĕ Тăвай округĕнчи хăйсемшĕн тăван Тăрмăш ялĕн уйĕнче тухăçлă çĕр çырли — виктори туса илни çинчен çырса кăтартнă. Çĕр лаптăкĕ пĕтĕмпе 3 гектар пулсан, 1 гектарне сутлăх сĕтеклĕ çĕр çырли йышăнать, вун-вун тĕрлĕ сорт ÿстереççĕ Кузнецовсем.

• Етĕрнере çамрăк ÿнерçĕсем К.Маркс урамĕнчи 95-мĕш çурт фасачĕ çине Совет Союзĕн Геройĕн Федот Орлов летчикăн портретне ÿкернĕ. Федот Никитич иртнĕ ĕмĕрхи утмăлмĕш çулсен варринче пирĕн районти Чутейри вăрман уçланкинче иртнĕ пионерсен слетне те хутшăннăччĕ, хăйĕн паттăрлăхĕ çинчен каласа кăтартнăччĕ, кашнине Ылтăн Çăлтăр медальне, ятне çырса асăнмалăх панă ылтăн сехетне тыттарса кăтартнăччĕ. Хăйне пионер галстукĕ çыхса янăччĕ.

• Республика кунĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче «Эпĕ — хĕрарăм» конкурсра мала тухнисене чысланă. 5 çул хушшинче унта Чăваш Енри тата Раççейĕн 11 регионĕнчи 5 пине яхăн хĕр-хĕрарăм хутшăннă. Кăçал кăна Чăваш, Пушкăрт, Тутар республикисенчен, Тюмень, Чĕмпĕр, Оренбург, Мурманск облаçĕсенчен пурĕ 2187 заявка килнĕ. Конкурса тăхăр вунă çултан иртнĕ тата 100 çулти ватăсем те хутшăннă. Хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, Тăвай муниципалитетĕнчен округ администрацийĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Юлия Хайдукова «Эпир 21-мĕш ĕмĕр çамрăкĕ- сем» номинацире гран-прие тивĕçнĕ.

Поделиться:
Распечатать